Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

С.Гапликов пирĕн районта

Виçĕмкун пирĕн районта республикăри Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.Гапликов ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Райадминистраци пуçлăхĕпе Н.Глуховпа чи малтанах Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн çĕнĕрен çĕкленекен стоительствине çитрĕ. Унăн никĕсĕ 1990 çултах янă. Пĕр вăхăтра мăкланса кайнă стройкахчĕ шкул. Иртнĕ çул вара кунта çĕнĕрен ĕçе пуçăнчĕç. Анчах проектра хăш-пĕр улшăнусем тунăран, стройматериалсем хакланнăран халиччен уйăрнă укçа-тенкĕ çителĕксĕр. Акă, спортзал тăррине çемçе виткĕçпе хума пăхнă. Çакна улăштармаллах. Вăл вăраха пымасть, часах юрăхсăра тухать. Шкул урайне линолеум сарма палăртнă. Каллех чăтăмсăр материал. Самани улшăннăран компьютер классĕсем кирлĕ. Вĕсене çĕнĕрен тума тивнĕ. Шкула газпа ăшăтмалла пулать. Малтанласа çĕр кăмрăкĕпе хутма пăхнă. 4 шăнăрлă электричество пралукĕ кирлĕ. Вăл та пăхăртан пулмалла. Чỹрече кантăкĕсене виçшер хутлă тăваççĕ тата ыти те. Паянхи куна илес пулчан шкул çуртĕнче ĕçсен 60 процентне пурнăçланă. Кăçал 22,8 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă. Халĕ строительсем çурт тăррине витеççĕ, урайне мрамор сараççĕ, электричество кĕртеççĕ. Хутса ăшăтмалли системăна тума пуçламан-ха. Ун валли 3 миллион тенкĕ кирлĕ. Ĕçе тытăнас текенсем пур. Анчах пăрăхсемшĕн те пулин укçан ыйтаççĕ. Ăçтан тупмалла. Шăпах çак ыйтусене хукатрĕç те ĕнтĕ С.Гапликовпа район ертỹçисемпе строительсем. Сергей Анатольевич Çĕнĕ Ахпỹртри вăтам шкула çитрĕ. Икĕ хутлă йывăç çурт паянхи кун вĕрентỹ ĕçне пурнăçлама тивĕçтерменнине палăртрĕ. Района газ кĕртессине вĕçлесен çĕнĕ вĕренỹ заведенийĕ тума пулăшасса шантарчĕ. Ун хыççăн делегаци район центрĕнчи професси училищи çывăхĕнче çĕкленекен çĕнĕ урамра пулчĕ. Çула май Виталий Пантелеймоновичпа Светлана Николаевна Кудрявцевсен çуртне кĕрсе курчĕ. Кил хуçисем ăна ипотека кредичĕн пулăшăвĕпе тунă. Ĕçлĕ çулçỹреве пĕтĕмлетнĕ май С.Гапликов районта газификаци, вĕрентỹ енĕпе, социаллă сферăра татса паман чылай ыйтусем пулнине палăртрĕ. Пурăнмалли секторта çурт-йĕр тăвасси анлăн сарăлнине ырларĕ, кермен пек çуртсем çĕкленĕшĕн мухтарĕ. -Вăхăтĕнче хам та ялта пурăннă çын эпĕ. Анчах çурчĕсем те çулĕсем те сирĕнни пек марччĕ. Кунта чун савăнать. Хулари хваттере улăштарса çакнашкал çуртран кашни ирех ĕçе кайма хирĕç пулман пулăттăмччĕ эпĕ,- терĕ юлашкинчен Сергей Анатольевич. Министрсен Кабинечĕн çĕнĕ Председателĕ кĕске хушăрах пирĕн районта икĕ хутчен (малтан- акатуйра) пулни Юхма ен тăрăхĕнчи çивĕч ыйтусене татса парас енĕпе пысăк шанăç кỹрет, район пуçлăхне тата хастарлăрах ĕçлеме вăй парать.


"Авангард" (газета Батыревского района)
21 августа 2004
00:00
Поделиться