Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Диплом çеç мар, оборудовани те

Патăрьел районĕн тĕп больници, 135 çулхи юбилейне чаплăн паллă тума хатĕрлекенскер, хăйĕн ĕçне пур енлĕн лайăхлатса пырать. Медицина ĕçченĕсем чирлисене квалификациллĕ сипленипе пĕрлех профилактика ĕçне вăйлатаççĕ. Ялсенчи çемье врачĕн офисĕсем кашни çыннах пурăннă çĕрте сывлăха упрама тата тĕплĕн сипленме пулăшаççĕ. Шăпах çаксене, сиплевпе профилактика ĕçне тĕпрен лайăхлатнине шута илсе çу варринче Патăрьелсен больницине республикăри муниципалитетăн чи лайăх сывлăх учрежденийĕн ятне тата диплом парса чысланăччĕ. -Хыççăнах тепĕр хаклă парне те килсе çитрĕ,- пĕлтерчĕ больницăн тĕп врачĕ Н.А.Тинюков.- Министрество 1,5 миллион тенкĕ тăракан ку чухнехи УЗИ аппарачĕ пачĕ. Çакă профилактикăпа сиплев ĕçне тĕпрен лайăхлатма, кирек мĕнле чире те маларах палăртма май парать.


"Хыпар"
19 августа 2004
00:00
Поделиться