Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ялти пурнăç хуларинчен лайăх-и

Экономикăри ăнăçлăх, аталану кашни гражданин патшалăх лартнă тĕллевĕсене шута илсе ĕçленинчен килет. Ушкăн сурсан кỹлĕ пуласси паллă. Ун пек чухне район та аталану çул-йĕрĕпе çирĕп те шанчăклă утĕ. Кăçалхи çур çулта районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕн пĕтĕмлетỹ туса малалла тата пикенерех ĕçлес тесен мĕн тума пулать-ха. Пирĕн хаçат сотрудникĕ райадминистрацин экономика управленийĕн начальникĕпе Г.В.Ивановăпа тĕл пулса калаçнă.

- Галина Валерьяновна, çĕнĕ ĕçре эсир икĕ уйăх ытла ĕнтĕ. Районăн социаллă-экономикăллă аталанăвне пилĕк пỹрне пек пĕлсе ĕлкĕреймесен те, кашни отрсльпех хăш-пĕр пĕтĕмлетỹсем тума пултаратăр пулĕ.

-Районăн çур çулхи социаллă-экономикăллă аталанăвне тишкернĕ хыççăн лайăххи çинчен нумай калама пулать. Çав вăхăтрах çитменлхсем малашлăхшăн пирки тивĕçлĕ йышăнусем тума хушаççĕ. Акă, сăмахран, ултă уйăх кăтăртăвĕсемпе промышленность предприятийĕсем продукци кăларассипе япăхрах ĕçленĕ. Çичĕ предприятинчен иккĕшĕ (Патăрьелĕнчи çу завочĕпе Издательство çурчĕ) çеç иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, тавар туса кăларассине ỹстернĕ. Шăхачри йывăç япаласен комбинатĕнче производство чарăнса ларни пушшех районти вăтам кăтартăва япăхлатрĕ. Халĕ ăна çĕнĕ хуçа çĕнĕрен ĕçлеттерсе яма тăрăшать-ха. Патăрьелĕнчи техника юсакан предприятийĕнче те пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ нумай чакнă. Çакна вĕсем чăн малтанах лизинг меслечĕпе техникăна юсамалли лимит 2003 çулхипе танлаштарсан 1400 пин тенкĕ чакнипе çыхăнтараççĕ. Коммуналлă служба вĕсен умĕнче пысăк парăмра пулни те производствăна кал-кал ĕçлеттерме чăрмантарнă. Ял хуçалăхĕнче продукци туса илессин калăпăшĕ 137,4 процент ỹснĕ. Районта аш-какай туса илессипе кăтарту лайăхланнă, анчах сĕтпе вара вăл вунă процент чакнă. -Ялти пурнăç условийĕсем хăçан та пулин хуларипе танлаштарма пултарĕç-ши. Эсир кун пирки мĕн шутлатăр.

-Республика Президенчĕн Н.Федоровăн мĕнпур ĕмĕт -тĕллевĕ, шухăшĕ чăнласах та ял çынни хуларинчен кая ан курăнтăр тени. Çак тĕллевпе вăл вырăнсенче ĕçлеме темĕн трĕлĕ хушу та, саккун та, программа та кăларчĕ. Ялта та çынсен этемле пурăнмалла-çке. Çапла пулсан çеç çамрăксем вырăнта юлĕç, экономика йĕркеленĕ. Хулапа ял хушшинчи чикĕ пирки тахçанах хĕрỹ калаçаççĕ-ха. Ман шутпа Чăваш Енте, вăл шутра пирĕн районта та, çав инçĕшне çывăхлатас тесе ертỹçĕсем нумай тимлеççĕ.

 -Кун пирки уйрăмах районта хăш проблема малти вырăнта тесе шутлатăр.

-Тĕрĕссипе районшăн пĕрремĕшле, иккĕмĕшле ыйтусем çук. Пурте çулсем иртнĕçемĕн çивĕчленсе пынăскерсем. Акă, паян районта пысăк стройка ĕçĕсен тапхăрĕ пырать. Ялсен сăн-сăпачĕ куç умĕнче улшăнса пыни савăнтарать. Çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, çул- йĕр çĕнелет, ялсенче газ кăмакисем хĕмленеççĕ. Чăваш çĕршывĕн элтеперĕ "Ял çыннине халиччен те пулăшнă, малашне те хăвармăпăр" текен принципа тĕпе хурса ĕçлеççĕ Район администрацийĕнче те. Кăçалхи çур çулта, акă, 57921 пин тенкĕлĕх строительствăпа монтаж ĕçĕсене пурнăçланă. Ку вăл 110 процентпа танлашать. 57,6 çухрăм газ пăрăхĕ хывнă, 550 яхăн кил- çуртра "кăвак топливăпа" усă кураççĕ. Района газификацилеме çеç 2004 çулта 72 миллион, кунсăр пуçне çул-йĕре тĕпрен юсаса çĕнетес тĕллевпе 90 миллион ытла, социаллă çурт-йĕр тума 5701,9 пин тенкĕлĕх тỹлевсĕр усă курмалли субсиди уйăрнă. Паянхи кун 18 хваттерлĕ çурт хăпартаççĕ. Унта халлĕхе 1579,5 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Уйрăм хуçалăхра çурт-йĕр çавăрасси те пысăк хăвăртлăхпа пырать. Кăçалхи çур çулта çеç 4872 тăваткал метр чухлĕ çурт тунă, плана 118,8 процент пурнăçланă. Шăпах çаксем ĕнтĕ район халăхĕн пурнăç , йăла, хуçалăх условийĕсене лайăхлатни, вĕсен ĕçлес кăмăл-туйăмне пысăклатни.

-Бюджета, паллах, резинăран туман. Алă усса ларнипе çеç ăна пысăклатма, пуянлатма çуках ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра унăн тăрăлăхĕ, тасалăхĕ (прозрачность) пирки нумай калаçаççĕ. Эсир ку енĕпе мĕнле пĕтĕмлетỹ тăватăр-ши.

-Район бюджечĕ тĕрлĕрен налуксенчен, деклорацисенчен тата ыттисенчен йĕркеленет. Ăна хамăр тăватпăр. Кăçалхи çур çулта тупăш енĕпе бюджет укçине 99,8 процент пурнăçланă. Çак тапхăрта бюджетран 72791 пин тенкĕ социаллă- культурăллă сферăна аталантарнă, 43349 пин тенкĕ ĕç укçи тỹлеме, 60 пин тенкĕ коммуналлă мунча, 25 пин коммуналлă çуртсен тăкакĕсене саплаштарма, 375 пин ăшăпа тивĕçтернин уйрăмлăхне тỹлеме, 242 пин тенкĕ урамсенчи çутăсене тума кайнă. Çакнашкал тăкаксемсĕр пуçне çирĕм икĕ тĕрлĕ саккунпа тата нормативлă право акчĕсемпе 22626 пин тенкĕ бюджет укçи пĕтнĕ. Урăхла каласан, укçнна пуçтарма çеç йывăр, салатнă чухне сăлтавĕсем нумай.

-Юлашки вăхăтра ЧР экономика аталанăвĕпе суту- илỹ министрĕ çине- çинех вырăнсенче пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантармалли пирки калать. Район экономике тĕреклĕлетес тĕлĕшпе вĕсен витĕмĕ еплерех-ши.

-Аталану çулĕ анлă. Унăн чикки çук. Паян районта 59 тĕрлĕ пĕчĕк предприятия, 168 фермер хуçалăхă. Вĕсенче 2500 ытла çын вăй хурать. Ку вăл пирĕншĕн хушма ĕç вырăнĕ çеç. Вĕсенчен 42 проценчĕ вара- предпринимательсем. Сахал мар услам параççĕ вĕсем пире. Акă, сăмахран Патăрьелĕнчи "Юхма" муниципаллă предприяти кăçалхи çур çулта çес 93 пин тенкĕлĕх тупăш илнĕ, унтан 22 пинĕ налуксемшĕн бюджета кĕнĕ. Унсăр пуçне тата пасар коллективĕ районта иртекен мĕн чухлĕ мероприятисен спонсорĕ мар-ши. Туртакан лашанах тиеççĕ тенĕ евĕр, чылай уйрăм çынсем те пулăшу ыйтма вĕсем патне пыраççĕ.

 -Тĕреклĕ çемье- шанчăклă бюджет, тесе кашниех тĕллев лартсан та йăнăш мар-тăр... Кун пирки Парламента янă уçă çырура та каланăччĕ.

-Çапла пулмалла та вăл. Ун чухне çеç кăмăллă пурнăç пулĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 августа 2004
00:00
Поделиться