Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывлăх пулсан- пуринчен те эс пуян

Районта сывă пурнăç йĕркине, физкультурăпа спорта халăхра сарассишĕн сахал мар тимлеççĕ. Республикăри тупăшусенче те патăрьелсем чылай чухне малтисен шутĕнче пулни кăмăллă. Иртнĕ вырсарникун, августăн 14-мĕшĕнче физкультурниксен кунне Патăрьелĕнчи тĕп стадиона спорта чун-чĕререн парăннисем пуçтарăннă. Уява пухăннисене райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ М.Калмыков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Моисеев саламланă, спорсменсене çĕнĕ çитĕнỹсем тума ырă суннă. Ун хыççăн спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртусем пуçланнă. Çĕр метра чупса тухассипе Нăрваш-Шăхалĕнчи Татьяна Кудряшова палăрнă. Вăл финиша чăн малтан çитнĕ. Е.Каштановапа С.Эриванова спорсменкăсем- иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Арçынсем хушшинчи çивĕч кĕрешỹре çак дистанцире Тикешри Д.Селиванова çитекенни пулман. 800 метрлă инçĕшне вара чăн малтан Нăрваш-Шăхалĕнчи А.Ахмеев чупса тухнă. Стартра тĕрлĕ çулсенчи ветерансем чупнă. Ватăсем спорт мероприятийĕсенчен айккинче тăманни кăмăллă. Ку вăл çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Треньелĕнчи П.Юманов ветеран та чупса лайăх вăхăт кăтартнă. Уява çемье эстафети питĕ çивĕч кĕрешỹре иртнĕ. Çапах та Патăрьелюĕнчи Алеевсене çитекенни плман. Иккĕмĕш вырнта -Аслă Чементи Капитоновсем, виççĕмĕшĕнче вара- Патăрьелĕнчи Мусинсем. Кашни уяврах кире пуканĕ йăтакансем те пĕр-пĕринпе çивĕч кĕрешеççĕ. Хальхинче те вĕсем куракансене тыткăнлаă. Яланхи пекех Сăкăтри А.Алексеев спорт мастерне пукан йăтса çитекен пулман. Вылянтарса çеç тăнă вăл ăна алăра. Алă вăйне виçессипе хăрарăмсенчен Птăрьлĕнчи Г.Мусина, арçынсенчен вара Тутар Сăкăт администраци пуçлăхĕ М.Хакимов палăрнă. Нумай хутчен район чемпионĕ пулнă Г.Елкин кăçалхи уявра та чушкăлла выляса илнĕ. Уява вĕçлекенсем- футболистсемпе шашка вăййине хутшăнакансем. Апат- çимĕç комбиначĕн "Керамик" командинчи футболистсем пуринчен те ăста выляни палăрнă. Шашистсенчен вара Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти В.Шадиряков пĕрремĕш, Н.Федоров иккĕмĕш, Сăкăтри Ф.Ларионов виççĕмĕш вырăнсенче.


"Авангард" (газета Батыревского района)
18 августа 2004
00:00
Поделиться