Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕтĕмпех хамăртан килет

Паянхи Патăрьел районĕ- газификации ĕçĕсем хăйне евĕрлĕ вăй илнĕ стройка лаптăкĕ. Çут çанталăк ырлăхĕн тураттисем кашни ялтах кил-çуртсене ỹпленсе кĕнĕ темелле. Çапах та районти газификации ĕçĕ "уксахлать-ха". Кун пирки Чăваш Республикин строительсвăпа архитектура минситрĕ В.Филатов та асăнса хăварчĕ. Мĕнле чăрмавсем ура хураççĕ-ха газовиксене. Чăн малтанах çу кунĕсем йĕпе-сапаллă тăни те ĕçлес кăмăла пăсрĕ. Газ пăрăхĕсене хумалли трассăсем те шывпа ларчĕç. Патăрьел район администрацийĕн ларусен залĕнче иртнĕ вырăнти хăй тытăмлăх ертỹçисен канашлăвĕнче шăпах газ ыйтăвне тишкерчĕç. Патăрьел районĕн строительствăпа архитектура пайĕн ертỹçи И.Дикин ял хуçисен ĕç-пуçне итлерĕ. Вĕсен калаçăвĕнчен çакă курăнать: пур ял территорийĕнче те пĕр ỹкерчĕк- ĕçсем кал-кал пымаççĕ... Газовиксем кашни ялах çавăрса илнĕ пулин те кашни утăмрах "такăнаççĕ". Ял çыннисем "кăвак çулăма" кĕтсе илме хатĕрленсен çитеймен ахăртнех. Газ кĕртесси вăл- хăнара ларасси мар çав. Унта та пушă алăпа каяймăн. Çĕр ĕçĕпе пурăнакансен чылайăшĕн укçа енчĕкĕсем те çỹхе, пур-çук кĕмĕле электричествопа усă курнăшăн е пĕр машина вутă тиесе килме тăкакланнă. Килти пахчана икĕ хутчен сухалаттармалла, хирти çĕр илнĕ май унта укçи пайтах юхса тухать. Колорадо нăррине пĕтермелли хими препарачĕсем илсех мĕн чухлĕ укçи харама кайман-ши тата. Çемьене те тăрантармалла, выльăх-чĕрлĕхне те тытмалла. Укçа шыв пекех юхать. Ял çынни укçине йĕркеллĕ тытса кураймасть. Ĕç укçи пĕчĕк. Ялсене газ кĕртмелли тапхăрта ял çынни умне ĕçĕ те çурхи Пăлари пăр пекех капланса килчĕ. Пурне те ĕлкĕрмелле, пурне те тумалла. Хăшĕсем газ хатĕрĕсене илме вăй çитереймеççĕ. Патшалăх енчен пулăшу та- кредит памалли йĕрке- кая юлса çитрĕ Патăрьел тăрăхне. Чăннипе, пăтăрмахла лару-тăру тăрать-ха паянхи ялта. Газ кĕртмелли çак пысăк суммăна ăçтан тупмалла. Çитменнине, ялсенче пенсионерсен пысăк йышĕ пурăнать. Кашни ялтах çак чăрмав урлă каçаймаççĕ. Хăшĕсем проектшăн та тỹлемен. Куншăн хăрама кирлĕ мар. Кил-çуртра монтаж ĕçне туса хăварсан кил хуçи укçине тỹлетех ĕнтĕ. Часах çĕр улми кăлармалла. Патăрьел тăрăхĕ ку енĕпе специализацилен.7 Ăна суьсан та усламĕ пулать. Çавăнпа та газовиксен пĕр чарăнусăр хăйсен тĕп ĕçне çее пурнăçламалла. Ял администрацийĕн ку енĕпе халăха пур енлĕн пулăшмалла. Нивушлĕ вĕсем çак пĕтĕмĕшле ĕçĕн пĕр пайне хăйсем çине илеймеççĕ. Кредит илсе-и, е ытти майпа ял халăхĕн терт-нушине кăшт çăмăллатасчĕ Часах ял ĕçченĕн услам тумалли тапхăр çитет. Унччентерех, вырăнти влаç хуçалăхсем урлă килте туса илнĕ Ял хуçалăх продукчĕсене (кишĕре, çĕр улмине) пĕр-пĕр организаципе килĕшỹ туса выранçтарса паратчĕç. Пуçарулăхпа тавçăрулăх пулсан, халăхăн нушине ăнласа ял хуçалăх кооперативĕсемпе предприятийĕсем те çакнах тума пултараççĕ. Анчах та вĕсенчен хăшĕ-пĕри халăха нимĕнле пулăшу та парасшăн мар. Çитменнине, хăйсемех халăхăн пай çĕрĕпе усă кураççĕ тата. Ял администрациĕсемпе хуçалăхсем пĕр чĕлхе тупсан газне çеç мар, атом вăйĕпе ĕçлекен кăмакасем хута яма майсем пур паян. Ял хуçисем халăхăн хирти пахча-çимĕçне вырнаçтармалли вырăнне тупсан, хуçалăхсем техника енчен пулăшсан ял çыннине те çăмăл килĕччĕ. Газ оборудованийĕсене илме те укçа. Тата тепĕр сĕнỹ те пур. Газ хатĕрĕсене смутакакн организацисн складĕнче çак оборудование тутăхтарса вырттарнинчен мĕн усси пурç-а, мĕншĕн-ха ял админстрацийĕсем урлă халăхпа килĕшỹ туса укçинее кĕтмелле тивĕçтермелле мар. Вĕсен çак хатĕрсене пур-пĕрех сутмалла-çке. Складра усăсăр тутăхса выртиччен кил хуçин çуртĕнче тирпейлĕн упрантăр. Кунта нимĕнле ултав та, чăрмав та пулас çук. Газ оборудованине сутаканăн часах укçи те пулĕ, кил хуçинее те çăмăллăх килĕ. Парăмне те ял çынни пур-пĕрех татĕ.


"Хыпар"
18 августа 2004
00:00
Поделиться