Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Газ участокĕ- çĕнĕ çуртра

Республика Президенчĕ Н.Федоров "Чăваш Республикин ялĕсене газ кĕртессине вĕçлесси çинчен" йышăннă Указа пурнăçлас тĕлĕшпе сахал мар ĕçлеççĕ Патăрьелĕнчи газ участокĕн ĕçченĕсем. Ялсене çутçанталăк ырлăхĕ çитермелли çулсене уçăмлăн пĕлеççĕ вĕсем. Кăçалхи 7 уйăхра районти 2090 çурта газпа çыхăнтарнă. Ку енĕпе 4 бригада ĕçлет. А.Петров, М.Валитов, Н.Потапов ĕçĕпе ялсенче яланах кăмăллă. Ĕç фрончĕ вара çителĕклĕ. Ара, Президент Указĕпе килĕшỹллĕн кăçал, тĕпрен илсен газ кĕртессине кăçал вĕçлемелле вĕт. Унччен вăхăт нумаях юлмарĕ. Халĕ специалистсем районти чылай ялта вăй хураççĕ. Шăнкăртамра, Алманчăра, Красномайскинче ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Патăрьелĕнче çыхăнтару ĕçĕсем малалла тăсăлаççĕ, Хирти Пикшике газ илсе çитерчĕç. Сăкăтпа Еншик ялĕсенче ĕçлеççĕ, Туçа еннелле каякан трассăна хута яма хатĕрленĕ тата ытти те. Августăн 13-мĕшĕнче 13 сехетре вара газ участокĕнче вăй хуракансемшĕн савăнăçлă самант пулчĕ. Участок çĕнĕ çĕре, Комаров урамĕнче 13-мĕш çурта (Сельхозхими) куçрĕ. Çав ятпа саламлама хăнасем йышлăн килнĕ. "Чувашсетьгаз" пĕрлешỹ директорĕ В.Ильин, "Канашмежрайгаз" филиал ертỹçи В.Стерлядкин, Тутар республикинчен, Чĕмпĕр облаçĕнчен, кỹршĕллĕ районсенчен килнĕ ертỹçĕ-газовиксем патăрьелсене малашнехи ĕçре ăнăçу сунчĕç. Çĕнĕ çурт виçĕ хутлă, кунпа пĕр вĕçĕм- производство помещенийĕ. Ĕлĕкхи учсатокпа танлаштарсан, уйрăмлăхĕ çĕрпе пĕлĕт пекех. Пỹлĕмсем аслă, пысăк, ĕçпе йăла условийĕсене лайăхлатма мĕнпур майсем пур. Çĕнĕ çĕре куçма хатрĕленсе Мансур Шамбазов ертсе пыракан коллектив пĕрремĕш хута тирпейлесе çитерес тесе нумай тăрăшнă: юсанă, сăрланă, илемлĕ сăн кĕртнĕ. Кунтах газ оборудованийĕпе тĕрлĕ механизмсем сутакан лавкка уçнă. Çурта "Чувашсетьгаз" пĕтĕмпех тỹлесе илнĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
18 августа 2004
00:00
Поделиться