Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патриотла воспитание-кулленхи тимлĕх

Раççей Федерацийĕн çар хĕсмечĕ çинчен калакан Саккунĕпе, РФ Правительстви граждансене çар хĕсметне хатрĕлес пирки Положенине, РФ Оборона тата Вĕрентỹ министрĕсем ку енĕпе кăларнă приказсемпе килĕшỹллĕн, райадминистраци пуçлăхĕ граждансене çар хĕсметне хатĕрлес, çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас ыйтупа йышăну тунă. Йышăнупа килĕшỹллĕн граждансене çар хĕсметне хаттĕрлес, çамрăксене çарпа воспитани парас енĕпе палăртнă ĕçсене кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕччен конкретлă пурнăçа кĕртме тытăнмалла. Çав тĕллевпе райадминистрацин вĕрентỹ управленийĕн районти шкулсен директорĕсемпе ятарлă канашлу ирттермелле. Унта 2003-2004 вĕренỹ çулĕнче çамрăксене оборонăллă- масăллă ĕç енĕпе пуçламăш пĕлỹсем панин итогĕсене тишкерсе тухмалла, çавăнпа пĕрлех кăçалхи вĕренỹ çулĕн тĕллевĕсене палăртмалла. Райадминистраци пуçлăхĕн йышăнăвĕнче ОБЖ тата физкультура учителĕсемпе ятарлă семинар ирттерме кирлине те палăртнă. Вĕрентỹ управленийĕн çар хĕсмечĕн никĕсĕсене хăнăхтармашкăн ирттерекен сборсене хатĕрленнĕ чухне районти çар ĕç комиссариачĕпе малашне те таччăн çыхăнса ĕçлемелле. Çав вăхăтрах шкулсенче пуçламăш çар пĕлĕвĕсене панине тата хăнăхтарнине сăнавра тытассине вăйлатмалла. Паллах, ку енĕпе пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетессипе те тăрăшмалла. Райадминистраци пуçлăхĕн йышăнăвĕнче районти РОСТО (ДОСААФ), халăх сывлăхĕн çирĕплетес тата физкультурăпа спорт пайĕн ертỹçисене те çамрăксене çар хĕсметне хатĕрлес, çарпа патриотла воспитани парас енĕпе васкавлă мерăсем йышăнма хушнă. Ку енĕпе мораль тата сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕплĕхе ỹстерессипе нумайрах ĕçлемелле тата çамрăксене тĕрлĕ йышши спорт ăмăртăвĕсене ытларах явăçтармалла. Райадминистраци пуçлăхĕ ОБЖ пỹлĕмĕсене, спортплощадкăсене, тирсене, вĕрентỹ хатĕрĕсене тивĕçлĕ йĕркене кĕртме хушнă. Кунпа пĕрлех çар профессийĕсене пропагандăласси, çар мухтавĕсемпе кĕтесĕсен ĕçне çĕнетесси пирки те ытларах тимлемелле. Пĕтĕмĕшле каласан, ку йышăну çамрăксене патриотла воспитани парассипе куллен тата тимлĕн ĕçлеме хушать. Райадминистраци пуçлăхĕн йышăнăвĕ мĕнле пурнăçланнине сăнаса, тĕрĕслесе, пĕтĕмлетсе тăмашкăн çичĕ çынран комисси туса хунă.


"Авангард" (газета Батыревского района)
14 августа 2004
00:00
Поделиться