Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Алманчăсем алăпа çулма та ỹркенмеççĕ

Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче ака-сухана, вырмана чăн-чăнах çỹллĕ шайра йĕркелесси йăлара ĕнтĕ. Хуçа каланă сăмах вĕсемшĕн яланах çирĕп саккун вырăнĕнче пулнă. Хуçалăхри çитĕнỹ çăлкуçĕн вăрттăнлăхĕ те çакăнтах-тăр. Виçĕмкун, акă, ял халăхĕ алăпа урпа вырма тухнă. Техника кĕреймен, шурлăхлăрах çĕрте çитĕннĕ культурăна ураран ỹкерме 130-140 çын хутшăннă. Вĕсем хушшинче ферма ĕçченĕсем те, строительсем те, пенсионерсем тата ыттисем те пур. Пĕр кунта ял халăхĕ кар тăнипе 17 гектар урпана çулса тирпейленĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
14 августа 2004
00:00
Поделиться