Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уяв ячĕпе

Районти мĕнпур строительство организацийĕсенче вăй хуракансем хăйсен профессии уявне палă тума Шăнкăртам вăрманĕнчи "Хĕвеллĕ" уçланкăна пуçтарăнчĕç. Çак ятпа вĕсене райадминистрацин пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата капиталлă строительство управленийĕн ертỹçи, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ И.Дикин саламларĕ. Ялхуçалăх управленийĕн начальникĕ М.Калмыков тăрăшуллă ĕçченсене ЧР ял хуçалăх министерствин, райадминистрацин Хисеп грамотисене парса чыс турĕ. Уяв ячĕпе чи ватă строитель, "Батыревская" строительство организацийĕн ертỹçи М.Ахметов сăмах илчĕ. Савăнăçлă пайра тухса калакансем тата та пулчĕç. Унтан строительсем тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç, конкурссене хутшăнчĕç, ăмăртусем ирттерчĕç.


"Авангард" (газета Батыревского района)
11 августа 2004
00:00
Поделиться