Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район депутачĕсен пухăвĕн ларăвĕ

Августăн 9-мĕшĕнче райадминстраци залĕнче район депутачĕсен пухăвĕн черетлĕ 29-мĕш ларăвĕ пулчĕ. Ăна район самоуправлени пуçлăхĕ Н.Глухов уçрĕ, ертсе пычĕ. Малтан Николай Иванович район пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтăпа лару ял поселенийĕсемпе муниципаллă районăн чиккисем тата вĕсене ял поселенийĕпе муниципаллă район статусне палăртасси çинчен райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ С.Тарасов каласа пачĕ. Пуху ку ыйтупа тивĕçлĕ йышăну кăларчĕ. Çаратнине, вăрланине, хулиганла ĕçсене, автотранспорт хатĕрĕсене илсе кайнине тупса палăртас, тĕпчес тата уçса парас ĕç мĕнле шайра тăни çинчен обществăлла хăрăшсăрлăх милицийĕн начальникĕн ĕçĕсене туса пыракан Ф.Урмаков тухса каларĕ. Депутатсем ăна шута илчĕç. Лару республикăри тĕп суйлав комиссине муниципаллă суйлав комиссийĕн полномочийĕсене Патăрьел суйлав комиссине парасси çинчен тĕп суйлав комиссине сĕнỹ тăратрĕ. Çавăн пекех "Новокотяковский" кооперативри тата районти ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене муниципаллă харпăрлăха куçарассине татса пачĕ. Лару район прокурорĕ В.Мясниковăн информацине шута илчĕ, профилактика совечĕн составне çирĕплетрĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
11 августа 2004
00:00
Поделиться