Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кỹршĕсен пулăшăвĕ

Çак кунсенче Патăрьел урамĕсем тăрăх хĕрлĕ тĕслĕ пилĕк техника кĕрлесе иртрĕ. Хыçала кăкăрнă жаткисем тăрăх вĕсем тĕш тырă комбайнĕсем пулнине пĕлтĕмĕрĕ Ку техника Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсенче кăларнăскер, "Кейс" ятлă. Комбайнсем Тутарстанри Сабински районĕнчи сельхозтехникăран килнĕ. Малтан вĕсем Ыхра Çырминче ĕçленĕ. Унтан Вăтаелĕнчи хуçалăхра тăрăшрĕç, ытти хуçалăхсене кайма та хирĕç мар. "Кейс" комбайн сменăра 30 гектар тыр-пул пуçтарма пултарать, специалистсем каланă тăрăх, 3 "Нивăна" тăрать. Унсăр пуçне ĕç пахалăхĕ пысăк. Бригадăн çавăн пекех тырă турттарма 3 КамАЗ пур, техника тĕлĕшĕнчен тивĕçтерме ятарлă машина пĕрлех çỹрет. Пааллах, ют çĕртен тỹлевсĕр килсе ĕçлемеççĕ- çапса илнĕт Тырр н пĕр пайне памалла вĕсене. Районти агропромышленность комплексĕн ертỹçисем пĕлтернĕ тăрăх, çакăн пек чаплă техникăна тепĕр çул хамăр валли те туянасшăн.


"Авангард" (газета Батыревского района)
11 августа 2004
00:00
Поделиться