Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çулĕ тикĕс, хăтлă çурт, газĕ килчĕ, ăшă пỹрт

 

 Патăрьел районĕ- паянхи кун пысăк стройка ĕçĕсен тăрăхĕ. Ялсен сăн-сăпачĕ улшăнать. Çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, çул-йĕр çĕнелет, ялсенче газ кăмакисем те хĕмленеççĕ. -Чăваш Республикин Прехиденчĕ Н.Федоров "Ял çыннине халичен те пулăшнă, малашне те пулăшусăр хăвармăпăр" тенипе хавхаланса ĕçлеççĕ пирĕн тăрăхри тĕрлĕ стройкăри ял строителĕсем,- тет Патăрьел район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов. Патăрьел районĕнче строительствăпа монтаж ĕçĕсене кăçалхи çур çулта 57921 пин тенкĕлĕх пурнăçланă, вăл 119 процентпа танлашать. 57,6 çухрăм газ пăрăхĕ хывнă, 535 ытла кил-çуртра "кăвак çулăмпа" усă кураççĕ. Района газификацилеме çеç 2004 çулта 72 милион тенкĕ укçа уйăрнă. Халăхăн пурнăç, хуçалăх условийĕсем лайăхланни, вĕсен кăмăл-туйăмĕ ĕçлес туртăмпа çĕкленни çул-йĕрсем юсавлă, таралăхра тирпей-илем пулнинчен те чылай килет. Çул-йĕрсене тĕпрен юсаса çĕнетес тĕллевпе 90 миллион ыта укçа уйăрнă. Çул-йĕре çĕнетсе юсасси пысăк юхăмпа пырать. Социаллă çурт-йĕр тума 5701,9 пин тенкĕлĕх тỹлевсĕр усă курмалли субсиди уйăрнă. Паянхи кун 18 хваттерлĕ çурт тăваççĕ, унта 1579,5 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Харпăр тĕллĕн çурт-йĕр çавăрасси те пысăк хăвăртлăхпа пырать, кăçалхи çур çулта 4872 тăваткал метр чухлĕ çурт тунă, плана 118,8 процент пурнăçланă. Паянхи Патăрьел тăрăхĕнчи çурт-йĕр тăвакансем, газовкисем, çул-йĕр юсакансем Строитель кунне пысăк та чыслă ĕçпе кĕтсе илĕç. Ял çыннисем çурт-йĕр тăваканран çирĕп никĕс, хăтлă çурт, çул юсаканран тỹрĕ, тикĕс, такăр çул, газ кĕртекенрен çут çанталăк ырлăхн, кил-çурт çăтмахне- "кăвак çулĕмне" кĕтеççĕ.

 

 

                                      



"Хыпар"
06 августа 2004
00:00
Поделиться