Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тар калармасан каçалăк катăлмасть

Ял çынни умне халĕ темиçе тĕрлĕ ĕç пĕр вăхăтра капланса килчĕ. Тăтăш çумăр çуса тăнăран курăксене вăхăтра çулса пухма май килмерĕ. Пĕтĕм лаптăк 153,3 пин гектар ытла. Çав шутран çĕр пин гектарне ытларах кăна çулса пухма ĕлкĕрнĕ. Ку енĕпе Елчĕк, Комсомольски, Йĕпреç районĕсенче лару-тăру йывăрах мар пек, ытти хăш-пĕр районта вара тунара ларакан курăк самаях пысăк лаптăк йышăнать. Туни тахçанах хытнă ĕнтĕ, апат пахалăхĕ çухалать. Курăксене вăхăтра çулса пухайманнине пулах хуçалăхсенче утă хатĕрлесси те иртнĕ çулхи шайран юларах пырать. Пурĕ çак техĕмлĕ апата 200 пин тонна пухса-типĕтсе хумаллаччĕ, çурине те çывхартайман-ха. Районсенчен нихăшĕ те утă нумайипе мухтанма пултараймасть. Улатăр, Çĕмĕрле районĕсенче ăна уйрăмах çителĕксĕр янтăланă. Халĕ нумай çул ỹсекен курăксенчен (пĕрремĕш хут çулнинчен) утă хатĕрлеме каярах юлтăмăр пулĕ. Каю çине шанасси кăна юлать. Курăкĕ кăçал самях хỹхĕм ỹсрĕ. Уйрăмах çырма-çатра таврашĕ тулăх пулчĕ. Ял çынни çакăнпа аван усă курса юлчĕ, çава йăтса ир-ирех хире-çарана тухрĕ Вăл, харпăр хăй валли сĕтеклĕ апат турĕ. Ара, килĕрен икĕ-виçĕ ĕне усраççĕ-çке, хĕл хырăмĕ аслă теççĕ. Сахал кирлĕ-и. Нумайăшĕ выльăх апатĕнчен сенажа ытларах хисеплет. Сăмахран, Красноармейски районĕнчи "Нива" хуçалăхра çак кунсенче пĕтĕм техника хирте. Пĕрисем курăксене çулса паккуссене хурса тухаççĕ, теприсем хыççăнах пухса вĕтететеççĕ, Т-150-сем, "Беларуçсем", автомашинăсем ферма çывăхĕнчи траншейĕсене васкаççĕ, нумайăшне тултарса витме те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Хуçалăх дирекцийĕ выльăх апачĕ хатĕрлекенсене тĕрлĕ майпа хавхалантарать, çакă çынсене тар кăларса тăрăшма хистет. Пĕри тепринчен нумайрах рейс тăвасшăн. Республикипе кăçал сенаж 227 пин тонна ытла хывса хăвармалла. Çакна пурнăçлама майсем çителĕклех. Нумайăшĕ палăртнă чикĕрен иртсе кайнă. Акă Комсомольски районĕн кăтартăвĕ виç çĕр процента яхăн, Пăрачкавсем ик çĕртен иртнĕ, Элĕксем те çавăнталла çывхарса пыраççĕ. Етĕрнесен, Муркашсен, Куславккасен темшĕн сахалрах-ха. Хуçалăхсем çак кунсенче тепĕр хĕрỹ ĕçе- тыр-пул пухма кỹлĕнеççĕ. Патăрьел районĕнчи "Малалла", Ленин ячĕллĕ, Йĕпреç районĕнчи Калинин ячĕллĕ, Канаш районĕнчи "Родина", "Цивиль", Комсомольски районĕнчи "Восток", "Слава", "Искра", "Дубрава", Елчĕк районĕнчи "Колос", К.Маркс ячĕллĕ, Тăвай районĕнчи "Луч" тата ытти чылай хуçалăх уй-хирĕнче ыраш, кĕрхи тулă выраççĕ, пăрçа çулаççĕ. Малтанхи тырă йĕтеме кĕме тытăннă. Кăçалхи тырра пухса илме республикăн 1933 комбайн пур. Шел, кăçал иртнĕ çулхи пек çĕнĕрен комбайн йышлă килни çинчен сас-хура илтĕнсех каймасть. Мĕн пуррипех çырлахма, кивĕ техникăна сапла- саплах ĕçлеттерме тивет. Комсомольски, Патăрьел, Çĕрпỹ районĕсем техникăна ĕççине начар мар хатĕрленĕ пулсан, чылайăшĕ пирки апла калама çук. Тăвайсемпе Куславккасен комбайнĕсем утмăл процент кăна хире тухса ĕçлеме юрăхлă. Машина-трактор паркĕсенче хуçасăр комбайнсем чылай çĕрте тăлăххăн ларни хытах шухăшлаттарать. Çынсем кивĕ техникăпа çыхланасшăнах мар е нумайăшĕ урăх вырăнсене ĕçлеме тухса кайнă. Механизатор кадрĕсем хатĕрлес ыйту республикипех питĕ çивĕч. Пĕрлешỹллĕ хуçалăх ертỹçисене вырса пухнă тырра тасатса тирпейлес ыйту канăç памасть. Мĕншĕн тесен йĕтемсенчи унчченхи тырă тасатмалли комплекссем тутăхса юрăхсăра тухнй. Ирĕксĕртен Турă ырă çанталăк парасса е "Чăваштырăпродукт" предприятийĕсем пулăшасса шанма тивет. Унăн тырă тасатса типĕтмелли техника çителĕклех, пĕр чĕлхе тупасси çеç. Нумай пулмасть Ял хуçалăх министерстви тыррăн сутлăх хакне палăртрĕ. Вăл, паллах, нумайăшне тивĕçтермест. Топливо хакĕ питĕ хăвăрт ỹсет-çке. Тупăш тăкаксене ниепле те саплаштараймасть. Те юриех, ĕççи пуçлансан çĕршывăн нефть магначĕсем пăлханма пуçлаççĕ. Кăçал та çаплах. Кун пек чухне хаксем пĕр вырăнта çирĕпленсе тăмаççĕ, çỹлелле ĕрĕхеççĕ. Нуши пĕтĕмпех хресчен çине тиенет. Унăн кăçалхи тырра тăкаксăр алла илесси çинчен çеç мар, çитес çулхи тухăç пирки те шухăшламалла-çке. Ку ĕçре пĕлтĕрхи йăнăшсене тепĕр хут тăвас марччĕ. Республика ун чух кĕрхи тырăсене йĕркеллĕ акаймарĕ, пушă вырăн нумай юлчĕ, акни те сывă хĕл каçаймарĕ, тухăç пĕчĕк. Чăваш çĕрĕ кĕрхи тырăсене ялан ăнăçлă çитĕнтернĕ. Çакна валли, палах, çĕр маларах хатĕрлесе хумалла. Хальлĕхе ку енĕпе Елчĕк, Патăрьел, Канаш, Çĕрпỹ, Муркаш, Етĕрне районĕсем кăна ăнăçлăрах ĕçлеççĕ.



"Хыпар"
03 августа 2004
00:00
Поделиться