Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял çынни юр-варлă

Кашни ял çынниех выльăх-чĕрлĕх усрать. Аш-пăшĕ те, юр-варĕ те ытлашшипех хăшĕсен. Темиçе çул каялла ял Совечĕсен ятарлă çыннисем халăхран сĕт пуçтаратчĕç. Паянхи кун çак чĕрĕ ỹкерчĕк çухалчĕ. Çапах та ялти ĕне тытакансен сĕтне йỹçĕхме памаççĕ.. Юхма Ен тăрăхĕнче, акă, сăмахран, Тикеш ялне Каçал таврашĕнче коммерсантсем иленнĕ. Укçине вăхăтра параççĕ пулсан ял çыннин мĕн хытса тăмалли пур. Сĕт витри кашни кунах тулать, укçи те аванах пуçтарăнать. Ялта халĕ пуç хыçма та вăхăт çук: уттине пухса кĕртмелле, килти пахчара ĕçлемелле. Çитменнине, Тикеш тăрăхне газовиксем килсе çитнĕ. "Кăвак çулăма" кашни кил-çурта парнелесшĕн. Халăхăн укçи шыв пек юхать çакăн пек хĕрỹ вăхăтра: газ оборудованийĕ туянмалла, çĕнĕ мăрье кăлармалла... Кашни килтех- хĕрỹ ĕç, кашни килтех- тĕрлĕ ĕç. Укçа шăтăкĕ тарăн, темĕн те илмелле. Тепĕр чухне çăкăр илме укçа юлмасть. Ку авăртан тухма та май пур: ял лавккине çеç сĕт леç- çăкăр-тăварлă пулăн. Суйла çеç таварне. Районти ваккăн суту- илỹ тăвакан лавккасем те халăхран сĕт пуçтарма темиçе çул каяллах пуçăннăччĕ. Тикешре ку ĕçе А.Антоновăпа М.Иванова сутуçăсем пурнăçлаççĕ. Анчах та 60 литр кĕрекен тулли сĕт савăчĕсене машинăсем çине тиесси хĕрарăм ĕçĕ мар ĕнтĕ. Паян, ак, ял лавккисенче сĕт пуçтаракан сутуçăсене пысăк парне пулчĕ, ĕçĕ çăмăлланчĕ. Райпо председателĕ П.Перепелкин Мари Ел таврашĕнченех пысăк сĕт цистерни тупса килчĕ. Ăна ГАЗ-53 машина çине вырнаçтарнă. В.Егоров водитель, Тикеш ялĕнче пурнăканскер, кашни ир Хирти Пикшик, Еншик, Тикеш, Ыхра Çырми, Катек тата ытти яла çитсе, ял лавккисем пуçтарнă сĕте тиесе, Патăрьелĕнчи сĕт- çу заводне васкать. Кунсерен 1500 тонна ытла сĕт пуçтарса, водтель çул çинчех уçлать тейĕн. Ял çынни- юр-варлă, сĕтне сутса- усламлă. Терĕсрех каласан- таварлă... Сĕт укçипе хуть мĕн илме те пултараççĕ-çке. Сĕт машинисенчен "çывăрса" çеç юлас марччĕ...


"Хыпар"
28 июля 2004
00:00
Поделиться