Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачасем тарăн пĕлỹ илччĕр тесе

Экономика, культура аталанăвĕ вĕрентỹ пахалăхĕнчен нумай килет. Шкул пĕлỹ çеç памалла мар, вăл ачасене хăйсем тĕллĕн пурăнма, тĕрлĕ лару-тăрура тĕрĕс йышăну тума хăнăхтармалла, вĕсенче профессиллĕ хатĕрленỹ никĕсне хывмалла. Ял шкулĕ хуларинчен нихăш енĕпе те уйрăлса тăма тивĕç мар. Ачасем çемье ялта пурăннăшăн хăйсене хуларисенчен катăк ан туйччăр. Ялти шкулсен чи пысăк нуши вăл укçа-тенкĕ тăтăшах çитменни пулса тăрать. Çакăн сăлтавĕсем те чылай. Вĕсенче пĕри- ачасен йышĕ пĕчĕк пулни. Ялти шкулсенче вăтамран 15,5 ача вĕренет (республикăра 20,1 ача). Хăш-пĕр пĕчĕк шкулсенче-классенче пĕр учителе 5 вĕренекен анчах тивет. 3 ача вĕрентекеннисем те пур. 2003 çулта республикăра пĕр ачана вĕрентме 6042 тенкĕ тăкакланă, хулара вăл 4820 тенкĕпе танлашнă. Пĕчĕк коллективлă шкулсенче 10929 тенке çитнĕ. Çав вăхăтрах ялти шкулсенчи, уйрăмах пĕчĕк комплектлă вĕрентỹ пахалăхне ППЭ тата предметсен олимпиадин итогĕсем аван кăтартса параççĕ, ялсенчи пĕчĕк шкулсенче вĕренекенсем пĕчĕк балл илеççĕ. "Вĕрентỹ тытăмĕн реформи" проектăн тĕллевĕ тарăн пĕлỹ паракан паянхи шкул модельне туса хурасси, кашнине вĕретнỹ пулăшăвĕ илмелли майсем парасси, пур ресурссемпе те усă курасси пулса тăрать. Проекта пурнăçа кĕртме Пĕтĕм Раççейри реконструкципе аталану банкĕн займĕн пулăшăвне виçĕ регион хушшинче Чăваш Республики те пур. "Вĕрентỹ тытăмĕн реформи" проект шайĕнче республикăра паянхи пурлăх базипе пуянланнă, прдметсемпе тарăннăн, аслă классенчи ачасене профиль мелĕпе вĕренме май пур база шкулĕсем тăваççĕ. Çакăн пек шкулсем туни экономика тĕлĕшĕнчен усăллă: вĕрентĕве тăкаклакан укçа-тенкĕ адреслăрах тата тĕллевлĕрех пулĕ. Первомайскинчи вĕрентỹ центрĕнче çапла тума уйрăмах меллĕ. Июнь уйăхĕнче республикăри 27 база шкулне çĕнĕ сĕтел-пукансемпе тивĕçтернĕ. Çав шутра Первомайски вăтам шкулне 230 пин долларлхç. Унта темĕн те пур: компьютер, çыру сĕтелĕсем, сĕтел-пукан, библиотека валли стеллажсем, тенкел-креслосем, акт залĕ валли саксем, сейф, доскасем, кĕтеслĕ диван тата ытти те. Шкула реструктуризацилени проект тĕллевĕсене хăвăртрах пурнăçа кĕртме, ялти вĕртентĕвĕн урăх модельне пахалăхлă туса пыма пулăшать. Халĕ база шкулĕнче оргтехникăпа компьютерсем вырнаçтарас, интернет сечĕсемпе çыхăнтарас ĕç пырать.



"Хыпар"
28 июля 2004
00:00
Поделиться