Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсем дипломпа таврăннă

Раççей Федерацийĕн культурăпа масăллă коммуникацисен министерстви Ульяновск облаçĕнчи искусствăпа культура ĕçĕсен управленийĕпе, ку тăрăхри халăх пултарулăхĕпĕ кану çурчĕпе тата Павловка поселок администрацийĕпе пĕрле "Поволжская глубинка" фестиваль ирттернĕ. Федерацин Раççей культурине 2001-2005 çулсенче аталантармалли тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн кăçал пурнăçлама палăртнă ĕçсен калăпăшĕнче пăхса хăварнă асăннă мероприятие çĕршывăн 10 регионĕнчен килсе çитнĕ. Чуваш Республикин чысне фестивальте Патăрьел районĕнчи Первомайски ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи "Шусам" фольклор коллективĕ хỹтĕленĕ. Ентешсем унта виçĕ концерт кăтартнă. Жюри пирĕн сцена ăстисен пултарулăхне пысăк хак панă. Патăрьелсем тăван тăрăха фестиваль дипломанчĕ пулса, хаклă парнепе таврăннă.


"Хыпар"
22 июля 2004
00:00
Поделиться