Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районти пилĕкпинлисен клубĕн членĕсем мĕнпур выльăх-чĕрлĕх п&#259

 Районти обществăлла выльăх- чĕрлĕх хăйĕн аталанăвĕнче çăмăл мар тапхăрта пырать. Иртнĕ çул выльăхсен йышĕ чакнăран сăвăм сахалланчĕ. Чылай хаçалăхсенче çак отрасльте ĕçлекенсене ятарлă тумтирпе тивĕçтермеççĕ, санитари кунĕсем иртермеççĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхакансен умĕнче ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетмеççĕ, тăрăшуллă ĕçченсене чысламаççĕ, специалистсене тивĕçлипе хакламаççĕ, фермăра вăй хуракансен чапĕ чакать. Апла пулин те выльăх-чĕрлĕхрен продукции илекенсем çĕнĕрен çĕнĕ резервсем ĕçе кĕртсе тухăçлăха ỹстерсе пыраççĕ. Халĕ çуллахи тапхăр пырать. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем ăна йĕркеллĕ ирттерсе яма тăрăшаççĕ. Йỹн апатпа ытларах продукци илессишĕн вăй хураççĕ. Йыша чакармасăр кĕтĕве çĕнетсе пыма тăрăшаççĕ вĕсем. Хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кунĕсене ирттересси, пĕр-пĕрин патне ĕç опытне вĕренме, фермăсене тĕрĕслеме çỹрени ĕç кăтăртăвне лайăхлатма пулăшать те ĕнтĕ. Çакна йăлана кĕртмелле пирĕн. Эпир, районти пилĕк пинлĕ сăвăм илекен клубăн членĕсем, мĕнпур выльăх-чĕрлĕх пăхакансене, зооветспециалистсене, хуçалăх ертỹçисене выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине ỹстерме, наукăра çирĕплетнĕ системăна ĕçе кĕртсе селекципе ăрат ыйтăвне лайăхлатма, çуллахи тапхăрта кашни ĕнерен сăвăма 1500 килограма çитерме, ăна пĕрремĕш сортпа сутма, ĕне выльăхсен ỹт хушаслăхне талăкра 650 грампа, сыснасене 350 грампа танлаштарма чĕнсе калатпăр. Çакна тума хуçалăх руководителĕсемпе специалистсем хăйсен енчен тивĕçлĕ условисем туса парасса шанса тăратпăр. Кунта выльăх-чĕрлĕх фрмисене хĕле хатĕрлесси те кĕрет. Эпир хамăр енчен умри тĕллевсене чыслăн пурнăçлама, ял халăхне выльăх-чĕрлĕхрен илекен продукципе çителĕклĕ тивĕçтерме пулатпăр.


"Авангард" (газета Батыревского района)
21 июля 2004
00:00
Поделиться