Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушкăртстанри чăвашсем

Кашни çулах пирĕн пата ют çĕршывсенчен, тĕрлĕ облаçсенчен е ытти çĕртрен çынсем килсех тăраççĕ. Акă, пĕлтĕр нимĕçсем килнĕччĕ, унччен, Польшăран, Англирен тата ытти çĕртрен хăнасем пулнăччĕ. Çак кунсенче вара Пушкăрсанри чăвашсем килсе кайрĕç. Çирĕме яхйн ача пин ытла çухрăмран пирĕн пата автобуспа çитрĕç. Вĕсене малтан шкул- интернатра ăшшăн кĕтсе илчĕç, çĕр каçарчĕç, апат çитерчĕç, Треньел патĕнчи пĕвере шыва кĕртрĕç. Мана çак тĕлĕнтерчĕ: пирĕн Патăрьел ачисем ытларах вырăсла калаçма тăрăшаççĕ, Пушкăртран килнĕ ачасем вара чăвашла питĕ яка калаçаççĕ, хăйсене сăпайлă тытаççĕ. Тепĕр кунне хăнасем Çĕньяла кайса курма пулчĕç. Ку ялти Квасов Василий Анатольевич аслă пĕлỹ илсен Пушкăртсанра ĕçлесе пурăннă. Слакпуçĕнче ачасене пĕлỹ панă, республикăри çамрăксен пĕрлешĕвне ертсе пынă, унта хăйĕн пĕлĕвĕпе, ăсĕпе, ĕçĕпе чапа тухнă. Шел пулин те, пирĕн ентеш йывăр чире кайса вăтăртах çĕре кĕнĕ. Ăна сума суса, хисеплесе пирĕн хăнасем ун вил тăпри çине чечексем хучĕç, пуç тайрĕç. Хăнасене вăтам шкул коллективĕ чыслăн кĕтсе илчĕ. Чи малтан митингра ял пуçлăхĕ Г.Петров тата вырăнти учительсем, Василий Квасовăн тăванĕсем тухса калаçрĕç. Аякри хăнасем унтан шкулти музейпе, кабинетсемпе паллашрĕç. Шкулта çав тери кăмăллă пулнине палăртрĕç.


"Авангард" (газета Батыревского района)
21 июля 2004
00:00
Поделиться