Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелĕнчи синкер

Çак кунсенче район татах çумăр айне пулнă. Вăйлă çил йывăçсене хуçнă, тымарĕпе кăларнă. Электричество линийĕсене татнă. Районта 67 подстанци электричествосăр юлнă, телефон линийĕсем татăлнипе 8 АТС ĕçлемен. Ялсенче çутă юписем йăваннă. "Патăрьел-Елчĕк" автоçул хуçăлнă йывăç айне пулнă. Патăрьел ДРСУ службин ĕçченĕсем ăна çĕрлеччен тасатнă. Çил-тăвăл хуçаланнă хыççăн Патăрьелĕнчи электросеть, "Патăрьелĕнчи пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕ", "ВолгаТелеком" филиалĕн авари бригадисем района тирпейлессипе 4 кун ĕçленĕ. Çил-тăвăла пула уйрăм çынсен, суту-илỹ предприятийĕсен çурчĕсен тăррисем ишĕлнĕ. Страховани компанийĕсем халĕ тăкак хакне палăртаççĕ.


"Хыпар"
21 июля 2004
00:00
Поделиться