Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Малта пыракансем- слетра

Иртнĕ çăл районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансем 1959 тонна аш-какай, 7926 тонна сĕт туса илнĕ. Çакă виçĕмçулхипе танлаштарсан (йĕркипе шутласа) 131 тата 93 процента çитнĕ. Сĕт суса илессин чакнин сăлтавĕ сăвăм япăххипе мар, вăл- выльăхсен йышне чакарнинче. Кашни ĕнерен пĕлтĕр районĕпе 2807 килограмм сĕт суса илнĕ. Ленин ячĕллĕ çĕрĕç ферминче çак кăтарту вара 5413 килограма, "Красное Знамя" кооперативра- 4785, "Звезда" хуçалăхра- 4626, "Батыревский" пĕрлешỹре 4166 килограма çитнĕ. Кăçлхи 6 уйăхра хуçалăхсенче 928 тонна аш-какай, 3513 тонна сĕт туса илнĕ. Районти 20 доярка иртнĕ çулах сăвăма 4 пинлĕ тата 5 пинлĕ чикĕсенчен каçарнă. Кăçал та ĕç кăтăртăвĕсем япăх мар вĕсен. Акă, Ленин ячĕллĕ çĕрĕç фирминчи В.Каруева, Г.Французова дояркăсем январь-июнь уйăхĕсенче кашни ĕнерен илекен сăвăма 3468-3237 килограма çитерчĕç. Пĕлтĕрхи кăтартусемпе çак хуçалăхри И.Осипова, Е.Киргизова, Л. Мышова, Т.Петрова ĕне сăвакансем мала тухнă. Вĕсен ĕç опытне сарас тĕллевпе ирттерчĕç районти пилĕк пинлисен клубĕн слетне. Унта, тĕпрен илсен, Алманчăри, Анат Туçарии, Сăкăтри, Красномайскинчи ĕне фермисенче ĕçлекенсем хутшăнма тивĕç пулчĕç. Слета, кĕске сăмах каласа, клуб ертỹçи, "Звезда" копреативăн тĕп зоотехникĕ В.Щукина уçрĕ. Районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ Г.Салмина выльăх-чĕрлĕх пăхакансен иртнĕ çулхи, кăçалхи çур çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ, çуллахи вăхăтра умра тăракан задачăсене палăртрĕ. Унтан слета хутшăннисем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç. Районти мĕнпур выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсем патне чĕнсе калани йышăнчĕç. Слет ĕçне ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ М.Калмыков хутшăнчĕ, пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ, ĕçре малта пыракансене хавхалантарса парнесем пачĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
21 июля 2004
00:00
Поделиться