Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çутçанталăк пăтăрмахĕсем

Иртнĕ Эрнекун çанталăк кăнтăрла ăшă та уяр тăчĕ, кАçхине вара сасартăк хура пĕлĕтсем хупăрласа илчĕç, шалкăм çумăр çĕре лỹшкентерчĕ, çил-тăвăл тустарчĕ, çиçĕм çиçсе аслати кĕмсĕртетрĕ. Пĕр хушă чăнах та хăрушă та тискер çанталăк пулчĕ. Пăтăрмахсем пирĕн районта та пĕр йĕрсĕр хăварман. Çак хушăра районта чылай çĕрте çутă сỹнсе ларнă, 67 подстанци ĕçлемме пăрахнă, сакăр АТСа аçа çапнă.Хăрушă çил вăйç Патăрьел-Пăлакасси-Кивĕ Ахпỹрт ялĕсем хушшинчи вцншар çул ỹснĕ Тирексене пĕрисене хуçСА, теприсене тымартанах кăларса çул хĕрринелле йăвантара-йăвантара Яне. Çĕре яхăн йывăç вутта юрăхлă çеç пулнă. Кмвĕ Ахпỹртри масар çинчи çỹллĕ тирексем йăванса чылай вилтăприсем çинчи палăксене юрăхсăра кăларнă, сиенленĕ. Уйрăм çынсем хур курнă тĕслĕхсем те пур. Хуçалăхсен çурт, хуралтă тăррисене çил ачи иле-иле пăрахнă атта ытти те. Хăрушлăх иртсе кайсанах районти коммуналлă хуçалăхăн, ЭТУСăн, кăнтăр электросеть районĕн авраипе пулăшу ушкăнĕ ĕçе пикеннĕ. Подстанцине йĕркене кĕртнĕ, ДРСУ ĕçченĕсем Патăрьел-Елчĕк автоçул çинчи йывăçсене тасатса çак каçхинех çула уçнă. Çутçанталăк пăтăрмахĕ Тăкаксăр иртмест. Çавăнпа та ăна кăштах та пулин саплаштарма коллективлă предприятисен те, уйрăм хуçалăхсен те пурлăха страхламаллах.


"Авангард" (газета Батыревского района)
21 июля 2004
00:00
Поделиться