Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Нăрваш Шăхалĕнчен-Грецине

Патăрьел районĕнчен çĕршывĕпе паллă спортсменсем нумай тухнă. Апла пулин те кăçалччен кунта çуралса ỹснĕ пĕр спорсмен та Олимп вăййисенче ăмăртман. Халĕ ĕнтĕ çирĕплетсех калама пулать: çитес уйăх варринче Грецин тĕп хулинче Афинăра пуçланакан XXVII Олимп вăййисенече Раççей чысне Нăрваш Шăхаль ялĕнчи И.Калентьева-Ягупова велосипедистка хỹтĕлĕ. Ирина питĕ ĕçчен те таврари паллă çемьере çуралса ỹснĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ, Николай Федоровичпа Евдокия Васильевна Ягуповсем, хĕрĕх çул ытла ĕнтĕ вырăнти "Труд" колхозра тăрăшса ĕçлеççĕ. Çамрăк чухне вĕсем тăван хуçалăхăн физкультура коллективĕн чысне çăмăл ателтика енĕсемпе, хĕлле вара йĕлтĕрпе чупассипе хỹтĕленĕ. Вĕсен хĕрĕ те мĕн ачаран ĕçе тата спорта юратса ỹснĕ. Ялти вăтам шкулти физкультура учителĕ Василий Бородкин тата Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ Валерий Афанасьев пулăшнипе Ирина Ягупова 14 çулта чухнех велосипед спорчĕпе туслашать. Тепĕр çулах вăл республикăри шкул ачисен ăмăртăвĕнче çĕнтерет. Тăхăр çул каялла Нăрваш Шăхаль хĕрĕ Шупашкарти Олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре вĕернме тыттăннă. Кунта унăн спортри кăтартăвĕсем çулран çул лайăхланса пычĕç. 2000 çулта И.Калентьева- Ягупова сăрт-ту велосипечĕпе ăмăртса Раççей чемпионатĕнче çĕнтерчĕ, велокросс енĕпе ылтăн медаль çĕнсе илчĕ. Пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ Ирина Европа чемпионачĕсенче тата пĕтĕм тĕнчери турнирсенче ăмăртать. Çĕршыв чемпионачĕсенче вăл тăтăшах ылтăн медальсем çĕнсе илет. Пĕлтĕр вара И.Калентьева Австрире Европа чемпионатĕнче- кĕмĕл, Швейцарире тĕнче чемпионатĕнче бронза медальсене тивĕçрĕ. Кăçалхи сезона та ăнăçлă пуçларĕ 26 çулхи тĕнче спорт мастерĕ. Тĕнче Кубокне илессишĕн Испанире иртнĕ ăмăртусене И.Калентьева Норвегири тĕнче чемпионки Гунн-Рита Дахл хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Вунă çул каялла пирĕн ентеш Австрири веломарафон енĕпе иртнĕ Тĕнче чемпионатĕнче те ăнăçлă ăмăртнă. Сăртлă- туллă трасса çинче пĕр чарăнмасăр ултă сехет ăмăртса Ирина финиша каллех иккĕмĕш çитнĕ, кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Австрирен И.Калентьева тỹрех Шупашкара килсе çитрĕ. Республикăри физкультурăпа спорт министерствинче вăл журналистсемпе пресс-конференци ирттерчĕ, унта Ирина кăçал пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче ăмăртни, XXVIII Олимп вăййисене хутшăнма хатĕрленни çинчен каласа пачĕ.


"Хресчен сасси"
20 июля 2004
00:00
Поделиться