Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕнче çапла пĕтет-шим

Патăрьел тăрăхĕнче çанталăк кунашкал пăтăрмахĕ пулнине ватăсем ас тумаççĕ. Юлашки çулсенче çынсем тискерленсех пыни пирки тăтăшах çыраççĕ. Çын çинĕ, мăшкăлланă, вĕлернĕ тĕслĕхсем куллен тенĕ пекех пулаççĕ. Вăрçă- харçă та сиксе тухкаласах тăрать. (Тьфу-тьфу, пирĕн пата ан çиттĕрччĕ). Ку чухне сăлтавĕ хамăрпах çыхăннă- çын тенине яланах мĕн те пулин çитмест-çке. Анчах лăпкă шутлакан пирĕн республикăра та юлашки вăхăтра этемрен тỹрремĕнех килмен пулăмсем палăрма пуçларĕç. Хĕлле -çумăр, çулла юр çунинчен тĕлĕнме пăрахса та пыратпăр ĕнтĕ. Ĕлĕк çанталăка çулсенерн сăнанипе тыр-пула аван туса илнĕ ватăсем те сĕнỹсем пама аптăраççĕ халĕ. Кăçал тата, акă, çĕр ура айĕнчех ишĕлме тытăнчĕ. Кнушакал пĕрремĕш тĕслĕх Шупашкар районĕнчи Кỹкеçри ака уйăхĕнче ака уйăхĕнче пулчĕ. Çав уйăхрах Çĕмĕрлере шыв паркан насус агрегачĕсем ĕçлеме чарăннă. Водолазсем тĕрĕслесен çакă паллă пулнă: шыв çỹремелли вырăнсене хăйăр, -çỹп-çап тулнă. Çĕмĕрлесем 4 миллион та 917 пин тенкĕлĕх тăкак тỹснĕ. Шупашкарти Иванов урамĕнчи федерации пĕлтерĕшлĕ культурăпа архитектура объекчĕ те- Введении соборĕ- çакăн пекех сăлтава пула ишĕлме пуçланă. Елчĕк, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Тăвай районĕсенче те вăйле çумăр çунипе çакнашкал ỹкерчĕксем пулнă. Патăрьел районĕнчи Красномайски ялĕнче вара (Алманчăпа Ксыл Чишмана та кăшт лекнĕ)... шыв Атăлти пекех шавланă. Урамра выртакан чылай япалана хускатса юхтарса кайнă. Утă уйăхĕн 6 мĕшĕ. Ытлари кун. Вăй питти çынсем пурте ĕçре. Çанталăк иртенех уяр тăнипе ватти-вĕтти пахчана çумлама тухмашкăн ĕмĕтленет. Ара, çумăр кашни кун тенĕ пекех çĕре йĕпетсе, çум-курăка савăнтарса тăрать. 15 сехетре пĕр пĕчĕек пĕлĕт килсе хĕвеле хупланă пек тукаласа илнĕ. Анчах вăл сасартăк сарăлса кайнă, тỹпене тĕттĕм кăвак сĕрĕм карса илнĕ. Самантарах çумăр çума пуçланă. Унтан пăрçа пысăкăш пăр йăтăнма пуçланă. Ял халăхĕ мĕн пулса иртнине те питех ăнланайман- чỹречерен пăхсан нимĕн те курăнмасть, урама тухма май çук. Пурин те пĕр шухăш- тĕнче çапла пĕтет-ши. Çапла 50 минут кисреннĕ те çанталăк каллех уяртса янă. Çынсем пỹрчĕсенче (е кам ăçта кĕрсе ĕлкĕрнĕ-тĕр) хăраса ларнă хушăра урамри кăвакал, хур, чăх чĕпписене юхтарса кайнă. Вĕсене çеç-и. Хуçалăхсен татса- çурса-купаласа хунă вуттисене, пĕренисене, пахчасенчи улма-çырлана, ытти çимĕçе- йăлтах илсе кайнă. Пăрăвне шеллесе илме кайнă Сироткин Тулля тете те чутах шыв айне пулман. Темиçе метр юхсан темĕнле майпа тытăнса юлнă вăл. Ял хĕрринерехри 40 метра яхăн тарăнăш çырма шывпа тулнине шута илсен мĕн пур хăрушлăх куç умне тухса тăрать. Çапах та шар курнă çынсенчен ытларах никам та пĕлмест- туймасть. А.Н.Марков, Красномайски ял администраци пуçлăхĕ: -Эпир ун чухне пĕр çуртра газ кĕртетпĕр. Асар-писер çанталăка кам кĕттĕр. Лăплансан тухрăмăр та- пĕр куписем выртаççĕ, шыв шарласа юхать. Пăр куписем пĕр талăкран ирĕлсе пĕтрĕç. Ял халăхĕн пурĕ 43 гектар çĕр, вĕсенчен 3- гектарне пăр çапса кайнă. Малашне уяр пулсан улма пулас шанчăк пур. Эпир айлăмарах вырнаçнă. Çавнăпа пирĕн тĕп сакайсем çуркуннесерен шывпа тулатчĕç. Халь типме кăна пуçланăччĕ- каллех тулса ларчĕç. Урамри йăмрасене вырăнтан куçарса лартнă вăй мĕн ятлă-ши. Н.В.;Мышов, вырăнти "Колос" ЯХПК пуçлăхĕ: -Килти пахчана севок лартнăччĕ. Гозонокосилкăпа тураса тăкнă пек- нимĕн те юлман. Çĕнĕ урамри айлăмрах вырнаçнă 2 çурта шыв илнĕ. Хуçалăхра вара 3- гектар улмана, 30 гектра сахăр чĕкĕнтĕрне, 13 гектар выльăх чĕкĕнтĕрне, 60 гектар тырра пăр çапнă. Сиен питĕ пысăк. Шел те, пурне те страхламан çав эпир. З.А.Карсакова, шкул директорĕ: _Шăпах шкул тĕлĕнче чи хăрушă ỹкерчĕк пулчĕ. Кунталла пăр татăкĕсем 3 кун выртрĕç. Шкул пахчинчи çимĕçе- кишĕре, хĕрлĕ чĕкĕнтĕре, сухана, севока- веçех пĕтерчĕ. Килте те çавах ĕнтĕ. Кỹршĕсен кăвакал чĕпписене юхтарса кайнă. Эпир хамăрăн чăх-чĕпе, кăвакалсене пилĕк таран шывра утса пуçтарса çỹрерĕмĕр, çăлса хăвараймарăмăр. Витесенче сыснасем, пăрусем "шыва кĕчĕç". Урай та ишсе çỹретчĕ. Тепăр кунне шыва насуспа кăлартăмăр. Çавах пĕтмест. Юхса килнĕ çỹп-çапа, юшкăна темиçе кун пуçтартăмăр. Мĕн тăвăн çут çанталăка. Ялта капла та ĕç нумай. Тата тĕк тăнă çĕрте нуша куратпăр. Юрать, кĕпере илсех кайман. Пăва çулĕ çинчи кĕпер ишĕлнĕ теççĕ. Унтан халь автобус та çỹрекелемест-ха. А.Козлова: -Эпир хирпе юнашартарах та - пирĕн пахчана колхозăн çĕр улми "анса ларнă". Кашни кун пахчана тухса хуйхăратăп, мĕн те пулин туса илме пулать-ши тетĕп. Çавăн пекех В.С.Мышовăн вутă капанне икĕ хушлăхран хускатса урам тăрăх салатнă. 2 трактор вутта пуленккен- пуленккен пуçтарма тивнĕ. Ялтан тухса кайманнисене палах. Калама кăна вĕт. Красномайскисен чылай тăкака тỹсме тивнĕ. Хăш-пĕрне страховани урлă саплаштарма пулать-ши. Ку ыйтăва "РГС-Поволжье" страховании компанийĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн директорĕ Р.В.Селиванов хуравларĕ. -Уйрăм хуçалăхсем пахчасене страхламаççĕ, çавăнпа ăна эпир саплаштараймастпăр. Анчах пирĕн пата Алманчăран та, Красномайскинчен те, Ксыл- Чишмаран та ыйту çырса пачĕç. Пĕрин сысна çурине юхтарса кайнă, теприн кĕлетне шыв кĕрсе тыррине йĕпетнĕ... Агентсене тĕрĕслеме ятăмăр. Г.В.Седойкин, Патăрьел район админстрацийĕн граждан оборонин пайĕн пуçлăхĕ: -Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнчех вăйле çумăр çунăран "Çĕрпỹ-Чĕмпĕр-Яманчуриел" автоçул хĕрри (çак вырăн ĕнтĕ вăл) 18 метр ишĕлнĕччĕ. Патăрьелĕнчи ДРСУ ĕçченĕсем ĕçсене вĕçлейменччĕ-ха- тата вăйлăрах çумăр çурĕ. Хальхинче-55 метр. Шыв пăрăхсенчен тухса ĕлкĕрейменнипе çул урлах каçса кайнă. Пăрăхсен виçĕ ункине çыхăнмалли вырăнтан куçарнă. (Кунашкалли час-часах пулать-и.-УБ.) 1996, 1998 çулсенче Вăйлă çумăр çунăччĕ. Анчах кун пекех мар. Ватă çынсем те кунашкаллине ас тумастпăр теççĕ. Çапах та çут çанталăк пулăмĕсене мĕнле те пулин ăнлантармалла-çке. Мĕншĕн çĕр ишĕлме пуçларĕ-ха. В.Н.Петьков, ЧР МЧС комитечĕн пуçлăхĕ: -Сăлтавĕ пур паллах. Кăçалхи хĕл питĕ ăшă тăчĕ вĕт. Çĕр лайăх шăнман. Çурхи хĕвел ăна часах ирĕлтерчĕ. Çавна пула çĕр çурхи шыв-шура нумай çăтса илчĕ. Текех çăтайми пулчĕ курăнать. Çумăрĕ вара çăвать. Çĕр ăçта кайса кĕтĕр ĕнтĕ.


"Хыпар"
17 июля 2004
00:00
Поделиться