Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăн-чăн рабочи класс

Патăрьелĕнчи 7-мĕш номерлĕ профессии училищине вунă çул ытла ĕнтĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ В.И.Волков ертсе пырать. Вăл çамрăклах стройкăра тăрăшнă, ашшĕ-амăшне хăй ĕçлесе илнĕ укçана хаваспах тыттарнă. Совет Çарĕнче пулнă хыççăн професси училищинче сакăр çула яхăн çар вĕренĕвĕн ертỹçи пулнă, çав вăхăтрах Шупашкарти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Ачаранах ĕç профессине юратни, трактор-комбайн штурвалĕ, станок умĕнче тăракан çынна хиспелени ăна яланлăхăх маларах ялти професси училищи ятлă пулнă вĕренỹ заведенийĕпе çыхăнтарнă. -Калăр-ха, Виталий Ильич, камсене хатĕрлет сирĕн училище. -Тен, "мĕнле пофессие хатĕрлемест", тесе ыйтни тĕрĕсрех пулĕ, йăл кулчĕ директор._ Мĕншĕн тесен эпĕ ĕçлеме тытăннăранпа кăна вун-вун ĕç профессийĕ вĕрентнĕ, вĕрентеççĕ те. Пĕтĕмпех предприяти-организацисене, колхозсемпе ял хуçалăх кооперативĕсене мĕнле ĕç специалисчĕсем ытларах кирлинчен килет. Тен, çавна кура ĕнтĕ, пирĕн патăрта вĕренсе тухнисенчен ĕç шыраса хăшкăлакансем çук тесен те юрать. Вĕсене пур çĕрте те хапăл туса йышăнаççĕ. Училищĕре камсене хатăрлесси, ăçта, мĕнле професси ытларах кирлинчен килет. Акă ветринари фельшерĕсене кунта пĕр çирĕм-çирĕм пилĕк çул каяллах йышлăн вĕрентсе хатĕрленĕ. Чăннипе, таврари районсенче, çав шутра Тутарстанăн Пăва, Çĕпрел тăрăхĕсенче пĕтĕмпе тенĕ пекех пирĕн патăртан тухнă специалистсем ĕçлеççĕ: ветеринари фельдшерĕнче, ферма заведующийĕнче тата ытти те. Кунта вĕренсе тухса пĕлĕве малалла ỹстернĕ хыççăн тĕп специалистсем ертỹçисенче ăнăçлă çĕлекенсем те йышлă. Сăмахран, Тикешре çуралса ỹснĕ Ф.Е.Ильин Тобольскри ял хуçалăх академийĕн ветеринари кафедрин пуçлăхĕ таранччененх ỹсрĕ. Хальтерех кăна-ха А.М.Ярукова Чăваш ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухрĕ, ученăй-зоотехник дипломĕпе таврăнчĕ. Вăл халĕ директор çумĕ. Училищĕри пĕрремĕш кăларăмпах тухнă Павел Никифорович Уфуков, икĕ вăрçă участникĕ, çитмĕл çула çитичченех яваплă участоксенче ĕçленĕ. -Вулакансенчен чылайăшĕ, уйрăмах çамрăксем çитес вĕренỹ çулĕ валли мĕнле ĕç пофессийĕ хатĕрлеме йышăнасси пирки тĕплĕнрех пĕлесшĕн. -Тархасшăн. Тăххăр пĕтернĕ хыççăн килекенсене ял хуçалăх производствин мастерне (тракторист- машинист, автомашина водителĕ, слесарь- юсавçă) тата ĕнесене машинăпа сăвакан, пахча çимĕç ỹстерекен ăстана вĕрентетпĕр. Повар, кондитер, повар-кондитер уйрăмне те йышăнатпăр. Вун пĕр класс пĕтернисене икĕ çул хушшинче ветеринар, бухгалтер, ЭВМ операторĕ хатĕрлетпĕр. Вĕсемех, хăйсен кăмăлĕ пулсан, автомобиль водителĕн правине илме пултараççĕ. Пирĕн патăрта çавăн пекех "суту-илỹ коммерсанчĕ" уйрăм та пур. Унта коммерци агенчĕсем, контролер-кассир, сутуçă, суту- илỹ залĕн кассирĕ пулма вĕренме пулать. Ун пеккисем кăçал 27-ĕн вĕренсе тухрĕç, пурте хăйсем кăмăллакан ĕçе вырнаçрĕç. Çапах та эпир механизатор кадрĕсем хатĕрлесси çине ытларах тимлĕх уйăратпăр. Çакă ялсенчи трактористсемпе комбайнерсем, мехпаркра ĕçлекенсем самаях ватăлнипе, вĕсен валли тивĕçлĕ ылмаш кирлипе çыхăннă. Кăçалтан пуçласа ял хуçалăх ĕçченĕсен тата ертỹçисен квалификацине ỹстермелли курссем йĕркелетпĕр. Нумаях пулмасть училищĕре Патăрьел районĕнчи 28 ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ пулчĕ. Вĕсем пирĕн патăрта пурлăх никĕсĕ çирĕп, кадрсем вăйлă пулнине кăмăллăн палăртрĕç. Çитес вĕренỹ çулĕнчен шут ĕçченĕсене "Бухгалтер-1-С" программăпа хатĕрлеме тытăнатпăр. -Сирĕн патăрта вĕренỹ условийĕсем мĕнлерех. -Тỹрех калатăп: питĕ лайăх. Мĕншĕн тесен эпир, ытти хăш-пĕр училище пек пĕр пус вĕçне тăрса юлман. Вĕрентỹ корпусĕсемпе общежитисем хăтлă та тирпейлĕ. Вĕренекенсене виçĕ хутчен тỹлевсĕр вĕри те техĕмлĕ апат çитеретпĕр, уйăхсерен 14- тенкĕ стипендии тỹлетпĕр. Канмалли кунсенче киле кайма-килме çăмăллăхлă майпа австобус билечĕ илсе паратпăр. Тăлăхсене малтанхи çул 15 пин, иккĕмĕшĕнче-9 пин, вĕренсе тухнă çул 30 пин тенкĕ уйăрса пулăшатпăр. Пушă вăхăтра çамрăксем спортпа, тĕрлĕ секцисемпе кружоксенче пулса сывлăхне тĕреклĕлетме, ăмăртусене хутшăнма, хăйсем кăмăллакан туртăма анлăтатма путараççĕ. Акă пирĕн волейбол команди республикăри пуçламăш професси пĕлĕвĕ паракансен хушшинчи çивĕч кĕрешỹре пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. "автомеханик" конкурсра В.Семенова çитекенни пулмарĕ. Компьютерщиксем хушшинче М.Хамдеев вĕренекен (ертỹçи В.Спинов преподаватель) мала тухрĕ. Иртнĕ çулта А.Антонов вĕренекен çамрăк сухаçăсен Раççйейри ăмăртăвне хутшăнса çиччĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. -Апла пулсан, училище пултаруллă кадрсемпе пуян. -Тĕрĕсех. Акă С.А. Алексеев аспирантура пĕтерчĕ, халĕ кандидат диссертацине хỹтĕлеме хатĕрленет. Кунта 20 çул ытла тăрăшакан В.Н.Селиванов- "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" тата "Раççей Федерацийĕн пуçламăш професси пĕлĕвĕ паракан чи лайăх ĕçченĕ". И.В.Белков, С.К.Краснова, А.А.Белкова, Г.П.Кузьмин, Ф.М.Хайбуллова маçтĕрсем, В.В. Спиридонов, Н.З.Чинкин, Н.Д.Халдырмина, А.Н.Адикин преподавательсем, вĕренỹ хуçалăхĕн ертỹçи В.Г.Маркиданов... Пурне те (çĕр ытлан-çке эпир) ятран каласа та пĕтереймĕн. Пурте чуна парса, вĕрентỹпе воспитани ĕçне парăнса вăй хураççĕ. Çав вăхăтрах ачасене вĕренме лайăх майсем çителĕклине те палăртасах килет. Ку чухнехи компьютер кăна 28. Тĕрлĕ техника, автомашина, трактор тренажерĕсем пур пирĕн. Вĕренĕве практикăпа тачă çыхăнтарма ятарлă хуçалăх та... 130 гектара яхăн çĕр çинче тĕрлĕ культурăсем çитĕнтеретпĕр. Унсăр пуçне 100 сысна, 10 ĕне, утар тытатпăр. -Çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленетĕр. -Чăннипе, ку ĕç тăтăшах пулса пырать пирĕн. Преподавательсемпе мастерсем хăйсен классĕсемпе ĕç вырăнĕсене лайăхрах та меллĕрех тăвас тесе пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ, ку чухнехи оборудованипе, оргтехникăпа тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Анчах та чи пĕлтерĕшли- çитес хĕле котельнăйне çут çанталăк газĕ çине куçараççĕ. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, манăн çамрăксене хăюллăнах училищĕне вĕренме килме сĕнес килет. Ĕç профессийĕ хăçан та, мĕнле саманара та кирлĕ. Вăл- пире çăкăр çитерекен, темле йывăрлăхран та туртса кăларакан профессси.


"Хыпар"
14 июля 2004
00:00
Поделиться