Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕр çыннин шалăвĕ ỹсет

Ял ĕçченĕн лăш курмасăр вăй хурсан та, тар тăкнăшăн илекен шалăвĕ ытти отрасльсенчинчен чи пĕчĕкки пулни нихăçан та вăрттăнлăх пулман. Чăваш Енри патшалăх статистика комитетĕнчен хыпарланă тăрăх, ял хуçалăх производствинче тăрăшакансен шалăвĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 141 процент ỹснĕ. Ĕç укçин вăтам виçине палăрмаллах ỹстерекенсен шутне Шăмăршă (2 хут), Патăрьел (2 хут), Хĕрлĕ Чутай (171 процент), Куславкка (162 процент) районĕсем кĕнĕ, çав вăхăтрах Улатăр (120,1 процент), Шупашкар (120,4) тата Красноармейски (130,1 процент) районĕсенче ку енĕпе кăтăрту пĕчĕк-ха. Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен пурин те ĕç укçин фончĕ ỹсесси пĕлтĕрхи çак вăхăтри шайран 111,7 процентпа танлашнă. Кăрлач-май уйăхĕсенче ял хуçалăхĕсенче чи пысăк ĕç укçи илекенсем те паллă. Республикăри 255 ял хуçалăх предприятийĕпе кооперативра çав-çавах ĕç укçине вăхăтра параймаççĕ. 26 пин те 656 çын хăйне тивĕçлĕ 72 пин те 677 тенкĕне 2 уйăх çурă таран илеймест.


"Хыпар"
14 июля 2004
00:00
Поделиться