Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районти чи ватă шкул

Нумаях пулмасть Тăрăнта тата Кĕçĕн Патăрьелĕнче пурнăкансем ялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул 165 çул тултарнине уявларĕç. Хăйне кура ку пысăк юбилей. 1839 çулхи октябрь уйăхĕнче патша указĕ тăрăх уçнă ăна. Ун чухне пуçламăш халăх училищи тенĕ. Унăн тĕп задачи халăха Христос тĕнĕ çинчен вĕрентесси, шутлама, çырма, вулама, хресчене хуçалăха тытса тăма хăнăхтарасси пулнă. Вунă ялтан хресчен ачисене пуçтарса вĕрентме тыттăннă. Тăрăн, Кĕçĕн Патăрьел, Патăрьел, Кивĕ Катек, Треньел, Çĕрпỹел, Еншик, Тикеш, Татмăш, Кĕçĕн Арапуç çамрăкĕсем çỹренĕ унта. Чылай хресчен хăйĕн ачисене вĕренме ирĕк паман. Çавăнпа та малтанласа унта ачасем питĕ сахал вĕреннĕ. Ачасене вырăс чĕлхине кăна вĕрентни те йывăрлăх кăларса тăратнă. Ку вăхăтра чăвашсен хăйсен алфавичĕ те, букварĕ те пулман. Вырăс чĕлхине çырнă кĕллисене пăхмасăр калама вĕреннĕ. Çапла тума пултараăманнисене тĕрлĕрен наказани панă. Малтанласа шкула арçын ачасене çеç, каярахпа хăрачасене те илнĕ. 1972 çултанпа кĕçĕн классенче тăван чĕлхепе вĕрентме тытăннă. Малтан Тăрăн шкулне чиркỹ укçипе тытса тăнă. Учительсене те, кĕнекесене илме те, вут-шанкă туянма та укçа вăл тỹленĕ. 1865 çулта пирĕн шкула земствосен аллине панă. Шкула тытса тăма халăхран укçа пуçтарнă. Чăваш халăхĕн культурине аталантарас тата ун пĕлỹлĕхне хăпартас ĕçре И.Н.Ульяновăн тỹпи пысăк. Чĕмпĕр кĕпĕрнинчен халăх училищисене тĕрĕслесе тăракан инспектор пулнă май, вăл 1872 çулхи июньте Тăрăн шкулĕнче пулнă, унăн пурнăçĕпе тĕплĕн интересленнĕ. Çак вăхăтра пирĕн шкулта 40 арçын ача, 19 хĕр ача вĕреннĕ. Вĕсем пурте чăваш, учтельсем вырăс пулнă. Священникĕ Петр Знаменский, учителĕ- Разумовский. Ачасен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ хыççăн И.Н.Ульянов çакăн пек çырнă: "Аслă классемсĕр пуçне, пур арçын ачасем те ăнланмасăр вулаççĕ. 8 арçын ачаран 2-шĕ çеç "3" паллăлăх çырнă. Арифметика учителĕ ăсра сахал шутлаттарать. Учителе асăрханă çитменлĕхсем çине тимлĕх уйăрма хушса хăвартăм". И.Н.Ульянов шкула килсе кайни усă панă. Çакăн хыççăнах укçа-тенкĕ, кĕнеке- жернал, вĕренỹ хатĕрĕсем ытларах уйăрнă, пĕлỹ шайĕ ỹснĕ. Малтанах ачасене пĕчĕк пỹлĕмре çеç вĕрентнĕ пулсан. 1892 çулта чиркĕве хирĕçле ятарласа шкул çурчĕ туса лартнă. Вăл халь пурăнакан П.Воробев вырăнĕнче пулнă. Шкул виçĕ пỹлĕмрен тăнă. Иккĕшĕнче ачасем вĕреннĕ, пĕринче Борисов учитель пурăннă. 1930-1932 çулсенче ялта çĕнĕ шкул çурчĕ тума тытăннă. Шăпах колхозсем йĕркелеме пуçланнă тапхăр пулнă вăл. Чылай çемьесене кулаксем тесе çуртран кăларнă. Çав çуртсене пуçтарса кивĕ масар çине çурт туса лартнă. Вăл сивĕ пулнă, хĕллехи вăхăтра класрах шыв шăннă. Çапах ачасем вĕренесшĕн çуннă. Чăваш ачисене вĕрентес тата çĕнĕ шкулсем уçас ĕçре Чĕмпĕрте чăваш шкулĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнă. Çак шкултан вĕренсе тухнисем чăваш ялĕсенче ачасене тарăн пĕлỹ парассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Варвара Павловна Горшкова, Петр Петрович Петров, Егор Борисович Борисов тата ыттисем те. Тулли мар вăтам шкул туса хунăранпа 70 кăларăм тухнă. Çак вăхăтра пин ытла ача пĕлỹ илнĕ. Иван Григорьевич Илехметов кунта 36 çул шкул директорĕн лавне туртнă. Çак çулсенче вĕрентỹпе воспитани ĕçĕ, дисциплина çỹллĕ шайра пулнă, шкул районта чи лайăххисенчен пĕри шутланнă. Ĕçри хастарлăхшăн чылай учителе правительство наградисемпе чысланă. А.И.Алексеев, В.В.Казанцева, Е.П.Алексеева, М.П.Илехметова тата ыттисем те "Чăваш АССР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" значока, И.Г.Илехметов "РСФСР вĕрентỹ отличникĕ", "СССР отличникĕ" значоксене, "Чăваш АСССР тава тивĕçлĕ учителĕ" ята тивĕç пулнă. М.П. Илехметова "Аслă учитель" ята та тивĕçнĕ. Ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. А.П. Тихонова математика та "Аслă учитель" ята панă. Л.Н.Падисова, Н.А.Сорокина, М.В.Алексеева, Л.Н.Крылова хамăр выпускниксемех. Тăрăн шкулĕнчен тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем çĕршывăн пур кĕтесĕсенче те вăй хураççĕ. Акă, Д.Г.Илехметов- философи наукисен кандидачĕ, Г.М.Гаврилов- биологи наукисен акндидачĕ, Э.Ф.Архипова- медицина наукисен кандидачĕ, Л.В.Крылов -хими наукисен кандидачĕ тата ыттисем те шкул чысне çỹллĕ шайра тытса пыраççĕ. Шкул паянхи кунпа тан утма тăрăшать. "Кашни урока- эффективлăхпа пахалăх, учителĕн пуçарулăхĕпе пултарулăхĕ" девизпа ĕçлет. Учительсем пурте аслă пĕлỹллĕ. Анчах пурлăх бази чухăнрах. Кăтарту пособийĕсем çитмеççĕ, масерскойра хĕç-тимĕрпе ĕçлеме чĕртавар çук. Вĕренекенсене тỹлевсĕр учебниксемпе тивĕçтереççĕ. Кĕçĕн классранах тирпейлĕхе, ĕçе хăнăхтаратпăр. Ачасем шкул участокĕсенче ĕçлеççĕ, тăван хуçалăха çĕрулми, выльăх кăшманĕ, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр пуçтарса кĕртме пулăшаççĕ. Выпускниксем шкула килсех çỹреççĕ, коллектив пурнăçĕпе интересленсех тăраççĕ. А.И.Самакин,Г.И.Афанасьев, В.В. Илюткин, И.Д.Орлов, Д.В.Цветков, А.А.Илехметова, С.Д. Шуряшкин, А.Н., Думилин, А.Д.Сорокин юбилей ирттернĕ чухне те спонсорсем пулчĕç. Шкул коллективĕ умма лартнă задачĕсене малашне те чыслăн пурнăçласа пырассишĕн кĕрешĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
10 июля 2004
00:00
Поделиться