Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пурнăçна çĕршывшăн патăн, Андриян

Тĕп судья пулса вăл килнĕ

Суйласа тăван ене.

Ма сасартăк-ши вăл вилнĕ.-

 Тăпри чĕннĕ ывăлне.

Хăйне майлă таса паллă

Пулса юлĕ ĕмĕре.

Чăваш çĕрĕ пурнăç панă.

Мухтав илтĕн- халь кĕрех...

Мухтав илчĕ пур чăваш та,

Пĕрле килчĕ ырă ят.

Пăхма эпĕр кăльт йăваш та_

Пирте пысăк вăй-хăват!

Çакна Эс туллин кăтартрăн,

Тĕлĕнтертĕн тĕнчене.

Пурнăçна Çĕршывшăн патăн

Çĕклесе Чăваш ятне.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 июля 2004
00:00
Поделиться