Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăван ялне манмаççĕ

Сăкăтсем тăван тăварпа пиçнĕ тенине ытларах ăша хываççĕ-тĕр. Чылай чухне пĕрне-пĕри алă тăсса пама тăрăшаççĕ çак ялсем. Нумай пулмасть çеç чăвашкино пуçлăхĕ Н.Медведев тăван шкула кресло-тенкелсем парнеленĕччĕ. Халĕ, акă, Шупашкарти строительство тата хула хуçалăх техникумĕн директорĕ П.В.Мишин янташ пĕр класс валли партăсем панă. Чăн та, вĕренỹ сĕтелĕсем тин çеç фабрикăран тухнисем мар, çапах та вĕсемпе шкул ачисем нумай-нумай çул усă курма пултараççĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
19 июня 2004
00:00
Поделиться