Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район больници- конкурс çĕнтерỹçи

Июнĕн 17-мĕшĕнче республикăри сывлăх сыхлвĕнче вăй хуракансем Чăваш академи драма театрне хăйсен професси уявне пуçтарăннă. Унта ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров та хутшăннă, медицина ĕçченĕсене Н.В.Федоров та хутшăннă, медицина ĕçченĕсене професси уявĕ ячĕпе саламланă, сывлăх, телей, ĕçре, çемьере ăнăçу та ырă кăмăл суннă. Кунтах тĕрлĕ конкурссене пĕтĕмлетнĕ. Патăрьелĕнчи тĕп больница "Чи лайăх район больници" номинацире çĕнтернĕ. Çĕнтерỹçĕсене Диплом тата 1,5 миллион тенкĕ тăракан УЗИ аппарачĕ парса чысланă.


"Авангард" (газета Батыревского района)
19 июня 2004
00:00
Поделиться