Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ентешĕмĕр патша тăванĕпе туслă

Чăваш патшалăх университечĕн ертỹçин Л.П.Кураковăн ят-чысĕ, хисепĕ хамăр çĕршывра çеç мар, чикĕ леш енче те сумлă. Çакна Юхма тăрăхĕнче нумай пулмасть кĕрленĕ акатуя унпа пĕрле килнĕ хăнана килнĕ Америка çынни те çине-çинех çирĕплетнĕ. Виктор Васильевич Коваленко иккĕмĕш Микулай патшан тỹррем тĕпкĕчĕ-мĕн (внучатый племянник). Вăл Раççейри тата ют çĕршыври пĕрлештернĕ казак çарĕн Аслă атаманĕ, академик, Колумби университечĕн профессорĕ. Хисеплĕ хăна пирĕн ентешĕмĕре те князь титулне пани çинчен хавхаланса пĕлтернĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
19 июня 2004
00:00
Поделиться