Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăрăнта каçпала уйăх çутинчен те çутăрах

Тăрăнта çветтуй Николай ячĕллĕ чиркỹ таврашĕнче малашне кĕркуннехи тĕксĕм каçсенче те кун çути пекех пулĕ. Мĕншĕн çав тери ун пекех тетĕр-и, кăçалхи аслă Мункуна кунта кĕлĕ çурчĕн икĕ енĕпе аш турамалли ывăс пысăкăш хăватлă прожекторсем вырнаçтарнă. Чиркỹ настоятелĕ Николай атте каланă тăрăх вăл республикăра та пĕрремĕш- мĕн. Халĕ çурçĕрчченех тăсăлакан кĕлĕсене те чиркĕве çĕрекенсем çак çутăпа килĕсене утĕç. Унăн пайăркисем ял çийĕн те таçта-таçтах саланаççĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
09 июня 2004
00:00
Поделиться