Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шкулпа çемье уявĕ

Çак ятпа Треньелĕнче пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкул тусанах вĕренỹ çулĕ вĕçленнĕ ятпа уяв ирттерме тытăннă. Кашнинчех çỹллĕ шайра иртет вăл. Унта хутшăнма ялта çуралса ỹснисем пурте тенĕ пекех пуçтарăнаççĕ. Чылайăшĕ вара пушă алăпа мар- спонсор пулăшăвĕпе. Шкул коллективĕ ялта тĕп шкул туса хунăранпах пысăк хавхаланупа ĕçлет. Кунти ачасене çирĕп пĕлỹ панипе пĕрлех, аваллăха хиспелеме, илемлĕхе юратма, çутçанталăк пунлăхне упрама çине тăрса вĕрентеççĕ. Уяв шкул умĕнче, ялăн хĕреслĕ урамĕнче пуçланчĕ. Палăртнă вăхăт тĕлне ялти кассенчен хĕреслĕ урама чăваш наци тумне тăхăннă ачасем, пĕчĕккисенчен пуçласа аслă классенче вĕренекенсем таранах ял çыннисем вăйă юрри юрласа карталанса пуçтарăнчĕç. Унтан пурте пĕрле ял хĕрĕсемпе çамрăксем çур ĕмĕр каялла юрланă вăйă юррисене шăрантарса кану утравне анчĕç те вăйă картине тăчĕç. Ыхра шывĕ тăрăх таçта инçене сарăлчĕ чуна пырса тивекен илемлĕ вăйă юрри. Уява шкул директорĕ Т. Тямина уçрĕ. Ун хыççăн Тăрăн ял администраци пуçлăхĕ А. Илюткин, район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ С. Тарасов тата ытти хăнасем саламларĕç. Ял çине каç сулхăнĕ аничченех савăнчĕç утравра. Учительсем, вĕренекенсем ял халăхĕ хăйсен пултарулăхне сцена çинче кăтартрĕç, тĕрлĕрен вăйăсем йĕркелерĕç, спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Сутуçăсем пуçтарăннисене тутлă çимĕçпе, шывпа, апатпа сăйларĕç. Ырă йăла, А.Т.Краснов çине тăрса пуçтарнăскер, ун хыççăн те сỹнменни ял халăхне савăнтарчĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
09 июня 2004
00:00
Поделиться