Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районпа паллашрĕ

Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.Гапликов акатуйăн савăнăçлă пайĕнче пулнă хыççăн районти хуçалăхсемпе паллашрĕ. Малтан "Була" кооперативри сахăр кăшманĕн уйĕнче пулчĕ. Асăннă культурăна Пăвари сахăр завочĕпе килĕшỹ туса акнă, вăл 208 гектар йышăнать Ятарлă технологипе никĕсне хывнă, çум курăкран тасатнă чухне те хими препарачĕсемепе çеç усă курма палăртнă. Уйпа паллашнă май Сергей Анатольевич ача чухне хăй те сахăр кăшманĕн йăранĕсене çумласа курнине пĕлтерчĕ. Унтан Министрсен Кабинечĕн Председателĕ "Заря" хуçалăхăн хирне те кĕрсе курчĕ. "ДОРИСС" компани тунă Патăрьелĕнчен Именкассине каякан çула пăхрĕ, район центрĕнче хăпартакан пĕрремĕш шкула çитсе курчĕ. Райадминстраци пуçлăхĕ Н.Глухов унăн "историне" каласа каласа кăтартрĕ, хăш-пĕр проблемăсене çĕклерĕ. Кайран хăна акатуя, лашасен ăмăртăвне курма таврăнчĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
09 июня 2004
00:00
Поделиться