Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хăнара-казахсем

Иртнĕ вырсарникун Патăрьел районĕнче инçетри Казахстанран хăнасем пулчĕç. Туркестан хулинче вырнаçнă Пĕтĕм тĕнчери Ахмед Ходжа Ясави ячĕллĕ казах-туркă университечĕн стедентсен ĕçĕсен центрĕн директорĕ (воспитани енĕпе ĕçлекен проректорĕ) Ноябрь Кенжегараев тата журналистика кафедрин заведующийĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Бекжигит Сердали доцент Сăкăтри акатуйне хутшăнчĕç, ял халăхне саламларĕç, ыр сунчĕç. Ясави университечĕнче тĕнчери 30 ытла тĕрĕк халăхĕсен ачисем вĕренеççĕ. Çав шутра 13 чăваш ачи (Патăрьел районĕнчен те пур). Казах ученăйĕсем Ясави университетне вĕренме каяс текен чăваш çамрăкĕсемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулчĕç. Сăмах май, обществăлла организации енчен çак çыхăнусене йĕркелесе тăракан çын та хамăр янташах- Илле Иванов журналист. Çак ыйтупа кăсăкланакансене вăл хăйĕнпе çыхăнма сĕнчĕ. Сăкăтсем ăшă тĕл пулура хăйсен ял кинĕ казах хĕрне те, тырă ăнман çулсенче Казахстанран улăм турттарнисене, пурнăçри тĕл пулăвĕсене те нумай аса илчĕç (хамăр район кинĕ Г.Акимова казах хĕрĕ халь ЧР министрĕ пулнине манар мар). А.Бурундуковпа Н.Медведев юрăçсем "Казах вальсĕ" юрра та шăрантарса пачăç.


"Авангард" (газета Батыревского района)
05 июня 2004
00:00
Поделиться