Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Анлă лару иртрĕ

Çак кунсенче райадминистраци çумĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин анлă ларăвĕ иртнĕ. Ăна районти вĕрентỹ управленийĕн пуçлăхĕ Н.Маллина ертсе пынă. Вăл малтанах районта 2004 çулта "Çул çитмен ача" комплекслă операцине ирттермелли планпа паллаштарнă. Ун хыççăн районти ĕçсĕррисен центрĕн пуçлăхĕ М.Сепперов, вĕрентỹ управленийĕн тĕп специалисчĕ В.Цветкова, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Ф. Майорова, районти культура пайĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Овчинникова, райшалĕçпайĕн çул çтимен ачасемпе ĕçлекен пай инспекторĕ В. Урукова çул çитмен ачасен çуллахи кану вăхăтне усăллă та вырăнлă йĕркелес, преступлеени тăвассине чакарас, ачасемпе тăтăшах профилактика ĕçĕсем ирттерес пирки тухса каланă.


"Авангард" (газета Батыревского района)
05 июня 2004
00:00
Поделиться