Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачасем те укçаллă пулĕç

Патăрьел районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр кашни çулах çуллахи каникулта вун-вун çамрăка вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарать.

Кăçал вăл 120 яхăн каччăпа хĕре ял хуçалăх предприятийĕсене яма килĕшỹ тунă. Çак тĕллеве пурнăçлама центр 23- пин тенкĕ укçа уйăрать. Кашни çамрăкăн уйăхра 600 тенкĕрен кая мар ĕçлесе илме май пур. Пысăк укçа мар. Анчах ашшĕ-амăшĕ унпа та кăмăллă: ывăл-хĕр ĕçе хăнăхни паха. Çитĕнсе пыракан çамрăк хăй укçипе пĕр мăшăр пушмак туянни те çемье енчĕкне перекетлет-çке.



"Хыпар"
05 июня 2004
00:00
Поделиться