Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Акса пĕтернĕ

ЧР Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Пăрачкав районĕ ирхи тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене республикăра пуринчен малтан акса пĕтернĕ. Элĕк, Вăрнар, Канаш, Вăрмар, Çĕрпỹ, Шупашкар районĕсем кĕçех çак ĕçе вĕçлеççĕ, вĕсен кăтртăвĕсем 90 процента яхăн. Пурĕ республикăри 200 хуçалăха яхăн тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ. Патăрьел районĕнчи çичĕ хуçалăх, Вăрнар районĕнчи-9, Канаш районĕнчи 4 хуçалăх çĕр улми лартса пĕтернĕ. Пăрачкав районĕнчи хуçалăхсем 728 гектар сахăр кăшманĕ акнă.


"Хыпар"
25 мая 2004
00:00
Поделиться