Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Варнава митрополит- пирĕн районта

Чăваш Енпе Шупашкар митрополичĕ Варнава иртнĕ вырсарникун пирĕн районта черетлĕ визитпа пулчĕ. Район ертỹçисем владыкăна чикĕре кĕтсе илчĕç. Ун хыççăн Тăрăн чиркĕвне çул тытрĕç. Унта вĕсене чан çапса, çăкăр-тăварпа, чечексемпе чысларĕç. Владыка ертсе пынипе литурии кĕлли пуçланчĕ. Кĕлĕре священниксем, диаконсем, монахсем, тĕн çынисемпе ĕненекенсем йышлăн пулчĕç. Кĕлĕ вăхăтĕнче Тăрăнта чиркỹ настоятельнее Николай аттене владыка чиркỹ награди- палица пачĕ. Савватий архимандрит проповедь каларĕ. Литурги кĕлли пысăк çĕкленỹпе иртрĕ. Кĕлĕ вĕçленсен, чиркỹ настоятелĕ Николай атте владыкăна служба ирттерме килнĕшĕн чĕререн тав турĕ, чиркỹ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Митрополит чиркỹ настоятельне Николай аттене 80 çул тултарнă ятпа грамота пачĕ. Турăшăн ĕçлесе пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ. Юлашкинчен владыка ĕненекенсене Мăнкун турăшĕсем пиллесе парнелерĕ. Уява пухăннисем Патăрьелĕнче ирттернĕ ăшă тĕлпулура юбиляр- священнике_ Николай аттене- чаплă лару-тăрăра тепĕр хут саламларĕç, парнесемпе чысларĕç. Район пуçлăхĕ Н.Глухов юбиляра район халăхне кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани парас ĕçре çитĕнỹсем тунăшăн райадминистраци Хисеп грамотине пачĕ. Кăнтăрти 5-мĕш округăн благочиннăйĕ Анатолий атте юбилярăн пархатарлă пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранĕ Николай атте хăйне район шайĕнче чысланăшăн пурне те ăшшăн тав турĕ. Тăрăн чиркĕвĕн прихут канашĕ уява йĕркелеме пулăшнăшн райадминстраципе унăн пуçлăхне Н.И.Глухова тата уяв сĕтелĕ хатĕрлеме пулăшакансене Турă ячĕпе чĕререн тав тăвать, ырлăх-сывлăх сунать. Тĕлпулу иртнĕ хыççăн пухăннисем Патăрьелĕн хĕвеланăç пайĕнче çĕкленекен çĕнĕ чиркỹ стройкинчи ĕçсемпе паллашрĕç. Владыка строительсемпе спонсорсене тата кунта пухăннисене пĕчĕк турăшсемпе медальончиксем пиллесе пачĕ. Уява хутшăннă хăнасем юлашкинчен, Туçа чиркĕвне çитсе, унăн ĕçĕпе паллашрĕç.


"Авангард" (газета Батыревского района)
19 мая 2004
00:00
Поделиться