Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Республикăри çăкăр ăстисем- Патăрьелĕнче

Çăкăр пурнăç тыткăчи иккенне тепĕр хут çирĕплетме май пулчĕ Патăрьелĕнчи çăкăр заводĕнче ирттернĕ республикăри семинар-канашлăва хутшăннă хыççăн. Унта районсенчи, хуласенчи çăкăр завочĕн ертỹçисем, технологсем пулчĕç. Семинар канашлăва пирĕн патăрта ирттермешкĕн сăлтавĕ те пур-мĕн: завод продукци кăлармалли плана пурнăçлать, ассортимента ỹстерсех пырать. Çак кун тĕлне хатĕрленĕ выставкăна курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн, мĕн тĕрлĕ çимĕç çук кунта: мармелад, желе, кисель, пĕремĕк, виçĕ-тăватă тĕрлĕ çăкăр тата нумай-нумай ытти те. Уявсен тĕлне хатĕрлекен çаврака çăкăрсем пĕринчен тепри кăпăшка та илемлĕ пиçнĕ. Кашнинех тутанса пăхас килет. Çавăнпа суту- илỹ лавккисенче типсе выртмаççĕ вĕсем. Халăх туянать çăкăр-булка, кондитер изделийĕсене. Пĕр вăхăтрах Патăрьелĕнчи завод продукцине хурлатчĕç те. Халĕ вара апла мар. Куллен мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ пĕçерсе хатĕрленĕрен, технологине çĕнетнĕрен килет çакă. Халиччен мĕн кăларнипе, пĕçернипе, сутнипе лăпланса ларасшăн мар-ха кунти ĕçченсем. Çĕнĕрен çĕннине вĕренесшĕн, ĕçе кĕртесшĕн. Темиçе çул каярах, акă, кунта 10-12 тĕрлĕ продукци кăларнă пулсан, паян вара ассортимента 40 çитернĕ. Çăкăра çĕрле пĕçереççĕ. Ирхине ăна лавккасене ăсатаççĕ. Уйрăм çынсем тытакан лавккасене çăкăр автомашинисем хуларан ирпе-ирех çитеççĕ. Вырăнти заводран тухакан продукци вара хăш-пĕр яла кăнтăр апатне çеç тавар ĕлкĕрет. Çакăн пирки канашлура райпо председателĕ П.Перепелкин та чарăнса тăчĕ. Республикипе илес пулсан çăкăр пĕçерес çĕре çитменлĕхсем пурах. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта палăртнă тĕллевсене пурнăçлайман. 590 тонна çăкăр пĕçерсе çитереймен. Ку енĕпе уйрăмах çĕрпỹсем, етĕрнесем кая юлса пыраççĕ. Елчĕксем те 35 тонна сахалрах пĕçернĕ. Мари тата ытти республикăсемпе танлаштарсан та япăхрах ĕçленĕ эпир. Халăх йышĕ вĕсеннинчен нумайрах пулин те çăкăр-булка хатĕрĕсене сахалрах сутнă. Çакă хăшпĕр çĕрте ĕçе çĕнетме ыйтать ĕнтĕ. Акă мĕнле ыйтăва çĕклерĕ "Чăвашпотребсоюз" правленийĕн председателĕ Г.Григорьев. Вăл Йĕпреçсен ĕçри хастралăхне палăртрĕ. Вĕсен çврăнуçăлăхĕпе ытти çĕрте те усă курма сĕнчĕ. Патăрьелĕнчи çăкăр заводĕнче кăларнă продукципе бюджет организацийĕсене (шкулсене, больницăсене) тивĕçтернине ырларĕ. Шупашкарти пĕр ялхуçалăх корпорации представителĕ А.Алексеева çăкăр-булка, ытти продукци çине соя хутăшĕсем ямалли çинчен каларĕ. Хăйсен пĕрлешĕвĕ хулари пиллĕкмĕш çăкăр завочĕпе çыхăну тытнине палăртрĕ. Вĕсем çăнăхран пĕçернĕ апат-çимĕçсем темиçе кун çемçе упранаççĕ, типмеççĕ имĕш. Соя хутăшĕсенче вара белок, тимĕр, кальци, организма кирлĕ ытти витаминсем те пур-мĕн. Семинар-канашлăва хутшăннисем цехсемпе те паллашрĕç. Кунти çăкăр пĕçерекенсемпе кондитер изделийĕсем хатĕрлекенсене хăйсен ĕçĕсем çинчен каласа пачĕç, патăрьелсен ăсталăхне вырăнсенче усă курма пулчĕç.


"Авангард" (газета Батыревского района)
19 мая 2004
00:00
Поделиться