Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăс-хакăл çивĕчлĕхне тĕрĕслерĕç

Патăрьел районĕн "Авангард" хаçат редакцийĕ юлашки вăхăтра хăйĕн пичет кăларăмĕн содержанийĕпе сăн-сăпатне лайăхлатнипе пĕрлех ăна халăх хушшине ытларах сарас тĕллевпе ытти мелсемпе те анлă усă курать. Хальхинче, акă, вăл вулакансем валли "Эрудит" конкурс йĕркеленĕ. Ăс-хакăл çивĕчлĕхне тĕрĕслеме 13 çын, вĕсенчен виççĕшĕ- хĕрарăмсем, килĕшнĕ: сĕннĕ сăмах каçмăшпа сканворд тупкавне пĕр сехет хушшинче палăртмалла. Çивĕч тупăшăвăн палăртнă вăхăтĕнче районти санитарипе эпидемиологи сăнав станцийĕн врачĕ А.Прохоров чи нумай хурав тупса пĕрремĕш вырăн йышăннă, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене район админстрацийĕн финанс пайĕн юрисчĕпе Ю.Сапожниковпа тĕп библиотекăн библиотекарĕ Т.Иванова пайланă.


"Хыпар"
27 апреля 2004
00:00
Поделиться