Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пуçланчĕ!

Районти хуçалăхсен кăçал 15507 гектар çурхи культурăсем акса хăвармалла, 1201 гектар çĕр улми лартмалла, 217 гектар пахча çимĕç, 3110 гектар сахăр кăшманĕ акса çитĕнтермелле. Юлашки çумăр çĕре уçăлтарса ячĕ, çанталăк ăшă тăрать. "Малалла" хуçалăхри механизаторсем пилĕк агрегатпа виçĕ кун хушшинче кĕрхи калчасен, нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕсене сỹрелесе пĕтерчĕç, кĕрхи суха вырăнĕсене 300 гектар сỹрелеме ĕлкĕрчĕç. Каçхи сменăра ултă агрегат çĕре кăпкалатать. Валерий Шагулов Анат Чакă бригадинче "Прохоровка" çурхи тулă акма тухрĕ. Районти "Первомайский", "Батыревский", "Красное Знамя", Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче те çурхи ĕçсем пуçланнă. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче урпа акаççĕ.


"Хыпар"
22 апреля 2004
00:00
Поделиться