Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕчĕк предпринимательствăна- анлă çул

Районти черетлĕ информации кунĕ иртрĕ. Вăл пĕчĕк предпринимательствăна аталантарас, ăна патшалăх енчен пулăшу парас тата республика Президенчĕн паянхи çыхăну пулăшăвĕпе тата информатизацине аталантармалли хушма мерăсем çинчен кăларнă Указне пурнăçа кĕртес темăпа пулчĕ. Информации кунне республикăри пенси фончĕн ертỹçи Р.Кондратьева ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Унпа пĕрле Пташалăх Канашĕн шутлав палатин председателĕн çумĕ М.Деомидов, Президент администрацийĕн вырăнти самоуправлени органĕсемпе ĕçлекен пай консультанчĕ Ю.Чернов, Шупашкарти сĕт завочĕн директорĕ В.Бычков , Чăваш ял хуçалăх академийĕн кафедра заведующийĕ А.Харитонов пулчĕç. Вĕсем малтанах райадминистраци залĕнче район центрĕнчи преприятисемпе организацисен ертỹçисемпе çỹлерех палăртнă темăпа калаçу пуçарчĕç. Çавăн пекех райадминистраци пуçлăхĕ Н.Глухов районта пĕчĕк предпринимательство мĕнле аталанни, хăш шайра пулни çинчен чарăнса тăчĕ. Пĕчĕк предпринимательствăна аталантарас ĕçре патшалăх та тимлĕх уйăрать. Предпринимательсене кивçен укçа парса пулăшать, хăш-пĕр налуксенчен хăтарать. Районта пирĕн паянхи куна 1032 предприниматель шутланса тăрать. Вĕсенчен ытларахăшĕ суту-илỹпе ĕçлет. Рынок хутшăнăвĕсен тапхăрĕнче вара халăх валли продукци кăларакан пĕчĕк предприятисем уçни те çав тери кирлĕ. Пĕр енчен, вĕсем çынсене ĕçпе тивĕçтереççĕ, тепĕр енчен, вырăнти бюджета пуянлатма пулăшаççĕ. Кун пеккисем пур районта. Шăпах çавсене çитсе курас, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленес тĕллев тытрĕç информации кунне хутшăннисем. Райадминистраци пуçлăхĕ Н.Глухов республикăри пенси фончĕн ертỹçи Р.Кондратьева, Шупашкарти сĕт завочĕн генеральнăй директорĕ В.Бычков Патăрьелĕнчи Владимирпа Валентина Грачев предпринимательсен кăлпасси цехĕнче пулчĕç. Вăл унчченхи "Баярк" вырăнĕнче вырнаçнă. Предпринимательсем ăна çĕнĕрен ĕçе кĕртес, продукци кăлармалли тăвас тесе сахал мар тăрăшнă. Патшалăхран кивçен укçа та илнĕ. Цехра 10 çын ĕçлет. Кунта тĕрлĕрен кăлпассисем хатĕрлеççĕ. Ĕмĕтре çăратнă сĕт кăларасси те пур. Оборудованийĕсем хатĕр. "Выбор" суту-илỹ çурчĕ нумаях пулмасть хута кайнă. Ăна Е.Быкова предприниматель 3 çул хушшинче ĕçе кĕртнĕ. Кунта 8 çын ĕçлет. Районти тĕп больницăра та пур ку енĕпе вăй хуракансем. Унччен пушă тăнă пỹлĕмсене эмелсем тата апат-çимĕç сутаççĕ. Аванах вĕт-ха. Сахал им ытти çĕрте хуçасăр хăлтăртатса ларакан çурт-йĕрсем. Вĕсем ишĕлеççĕ. Мĕншĕн хута ямалла мар. Ĕçĕ те пырать. Информации кунне хутшăннисем тĕп больницăн акт залĕнче медицина ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç. Вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравсем пачĕç.


"Авангард" (газета Батыревского района)
21 апреля 2004
00:00
Поделиться