Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачасен хỹтлĕхне çирĕплетессишĕн

Раççей Првительствин "Чрезвычайлă лару-тăру пирки халăха пĕлтермелли патшалăх системи", "Халăха гражданла оборона пĕлĕвĕ парасси" Постановленийĕсене, "Чрезвычайлă лару-тăруран сыхланма "2001-2003 çулсем валли гражданла оборона вĕретĕвне йĕркелесси" пирки йышăннă кăтартăва пурнăçлас тĕллевпе Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ пуçламăш профессии пĕлĕвĕ паракан вĕрентỹ заведенийĕсенче апрель-май уйăхĕсенче "Ачасене хỹтĕлемелли кунсем" ирттереççĕ. Çакăнпа килĕшỹллĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов апрель-май уйăхĕсенче районти вĕрентỹ учрежденийĕсенче тата 7-мĕш професси училищинче "Ачасене хỹтĕлемелли кунсем" ирттерсси пирки йышăну кăларнă тата мерпориятисен планне çирĕплетнĕ. Унăн тĕллевĕсем çапларах: вĕренекенсемпе персонала чрезвычайлă лару-тăрура хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме пур енлĕн хатĕрленсе çитнине тĕрĕслесси, вĕрентỹ заведенийĕсен ертỹçисем чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан вĕренекенсемпе яланхи состава хỹтĕлеме татăклă йышăну тума хатĕр тăрасси, вĕренекенсен ОБЖ курсĕнче илнĕ теори пĕлĕвне çирĕплетесси, Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен "Хăрушсăрлăх шкулĕ" юхăмĕн тата преподавательсен методика маçтăрлăхне, ОБЖ курсĕн вĕрентỹ процесĕн опытне анлăн пропагандăласси.


"Авангард" (газета Батыревского района)
21 апреля 2004
00:00
Поделиться