Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕрпе тирпейлĕн усă курмалла

Район территорийĕнче çĕр ресурсĕсемпе тухăçлă та вырăнлă усă курас, пушă выртаканнисене тупса палăртса пусăçаврăнăшĕсене кĕртес, мĕнпур çĕр хуçисем, унпа усă куракансем, ытти юридикăлла тата должноçри çынсем, граждансем çĕр законодательствине пăхăннине кăçалхи çуркуннехи-кĕркуннехи тапхăрта сăнаса тăррас тĕллевпе райадминистраци пуçлăхĕ хушу кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 1-мĕшĕччен ялхуçалăх предприятийĕсем, колхозсем, хресен (фермер) хуçалăхĕсем, предприятисен, учрежденсен, шкулсен хушма хуçалăхсем, коллективлă садсем, граждансем, вăрман хуçалăхĕ, транспорт, çыхăну учрежденийĕсем çĕр лаптăкĕсемпе мĕнле усă курнине комплекслă тĕрĕслеме палăртнă. Ку енĕпе мероприятисен планне тунă. Ял администрацийĕсенче çĕрпе эффективлă усă курассине ỹстерес тĕллевпе, пурăнакан вырăнсенче тасалăхпа йĕркелĕх тытса тăррас енĕпе хире-хирĕçле тĕрĕслевсем ирттерме палăртнă.


"Авангард" (газета Батыревского района)
21 апреля 2004
00:00
Поделиться