Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тавралăх таса пултăр

Хĕллехи вăхăтра пухăннă çỹп-çапа хăвăртрах тасатас, ялсен, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес, ЧР Президент Админстрацийĕн ертỹçи Н.Володина ку ыйтупа янă çырăва пурнăçлас тĕллевпе райадминистрации пуçлăхĕ экологи субботникĕсем ирттересси çинчен хушу кăларнă. Вĕсем апрелĕн 15-30 мĕшĕсем хушшинчи тапхăрта пулмалла. Тунă ĕçсем çинчен вырăнти хăйтытăмлăх пуçлăхне кашни кун пĕлтерсе тăмалла.


"Авангард" (газета Батыревского района)
17 апреля 2004
00:00
Поделиться