Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йывăç лартмалли уйăхлăх

"Экологи- Хăрушсăрлăх-Пурнăç" принципа тĕпе хурса, йывăç лартмалли чи лайăх вăхăта шута илсе, райадминистрации пуçлăхĕ ятарлă уйăхлăх ирттересси çинчен хушу кăларнă. Вйл апрелĕн 15-мĕшĕнче пуçланчĕ, майăн 15-мĕшĕнче вĕçленет. Уйăхлăха кирлĕ пек хатĕрленсе ирттермешкĕн комисси туса хунă. Ял админстрацийĕсен пуçлăхĕсем уйăхлăх валли план туса ĕç калăпăшне палăртмалла, ĕç коллективĕсене, граждансене, шкул ачисене йывăç лартса тавралăха лайăхлатма явăçтармалла. Çĕнĕрен лартнисĕр пуçне унчченхи йывăç-тĕмсене юсасси, сыхласси пирки тимлĕрех пулмалла. Ял хуçалăх, строительство, çул-йĕр тата ытти организацисен шывсене каяшсем вараласран витĕмлĕ ĕçсем тумалла. Уйăхлăх вăхăтĕнче эрозие хирĕçле ĕçсене те анлăн сарса ямалла. Апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 5 -мĕшĕччен Раççейре Экологи хăрăшсăрлăхĕнчен хỹтĕленмелли кунсем пыраççĕ. Çавна май ачасене экологи пĕлĕвĕ парассипе тимлемелле. Патăрьл вăрман хуçалăхĕпе ял вăрман хуçалăхĕн админстрацисем йывăç-хунавĕсем ыйтнине туллин тивĕçтермелле.


"Авангард" (газета Батыревского района)
17 апреля 2004
00:00
Поделиться