Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă ĕçсен эрни

 Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă çырура апрелĕнг 16-24-мĕшĕсенче иртекен Çурхи Ырă Эрнене хастаррăн хутшăнма чĕнчĕç. Çак акци тĕллевĕ правительствăн мар, патшалăх, коммерции организацĕсен, уйрăм граждансен пуçарулăхне обществăн çивĕч социаллă ыйтăвĕсене татса пама явăçтарасси. Акци вăхăтенче ялсене, урамсене, парксене, мемориаллă вырăнсене çырмасене тасатмалла, йывăç-тĕмсем лартмалла. Çавăн пекех ыркăмăллăх концерчĕсем, марафонсем итртерни те вырăнлă. Ыркăмăллăх пулăшăвне укçан та, япалан та пама юрать. Район администрацийĕ "Çурхи Ырă Эрне" акцие пурне те хастар хутшăнма чĕнет.


"Авангард" (газета Батыревского района)
17 апреля 2004
00:00
Поделиться