Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачасен хỹтлĕхĕшĕн

Апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа майăн 15-мĕшĕччен тата сентябĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 5-мĕшĕччен республикăра мĕнпур шкулсенче ачасем шăрпăкпа алхасса пушар тухнине хирĕç уйăхлăх йĕркелеççĕ. Çавна май район администрцийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов хушу кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн пушар техникине минимум программипе вĕрентỹ йĕркелемелле. Вĕрентỹ управленийĕн çак тĕллевпе мероприятисен планне туса хатĕрлемелле. Шкул директорĕсен уйăхлăха хутшăнса ачасене пропаганда парас ĕçре мĕнпур организаторла тата методикăлла меслетсене усă курмалла.


"Авангард" (газета Батыревского района)
17 апреля 2004
00:00
Поделиться