Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хуçасăр хуçалăх саланать

Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ял хуçалăхне йывăрлăхран кăларас тĕллевпе яллă вырăнсенче холдинг евĕрлĕ компанисем тума сĕннине Патăрьел районĕнчи халăх, ертỹçĕсем ырласа кĕтсе илчĕç. Унтанпа виçĕ çул иртрĕ. Районта çак юхăма чи малтан "Малалла" колхоз ертỹçи Михаил Петров хушăнчĕ. Вăл 1990 çултанпа, "Рассвет" колхоз виçĕ пая пайлансан, "Малалла" колхоза ертсе пычĕ. Вунă çул хушшинче çак хуçалăхра пур отрасль те тупăшлă ĕçлеме пуçларĕ. "Первомайск" хуçалăх вара çултан-çул арканса пычĕ, ĕç дисциплини хавшарĕ, тупăш чакрĕ, патшалăх умĕнче парăма кĕрсе кайрĕ, ĕçлекенсем ĕç укçи илейми пулчĕç. 2001 çулта "Первомайск" хуçалăхра отчетпа суйлав пухăвĕ пырать. Мĕн тумалла. Кандидатсем пур-ха, анчах шанчăклă-ши. Президиума тăхтав тума ыйтса хут çитрĕ. Çак вăхăтра "Малалла" хуçалăх ертỹçине М.Петрова чĕнсе килчĕç, хуçалăха хăйĕн çунатти айне илме ыйтрĕç. -Шанатăр пулсан эпĕ сирĕн ертỹçĕ пулма килĕшетĕп. Паллах, çăмăл пулмасть юхăннă хуçалăха ура çине тăратма, патшалăх умĕнчи парăм виçĕ миллион, икĕ хуçалăхпа ĕçлеме вăхăт, сывлăх, пĕлỹ, чăтăмлăх кирлĕ,- терĕ вăл пухура. Шăпах виçĕ çул иртсе кайрĕ унтанпа. Унччен таса тупăш мĕнне пĕлмен хуçалăх 2003 çулта ăна 1 миллион та 500 пин тенкĕлĕх илнĕ, районти 38 хуçалăхран 4-мĕш вырăн йышăннă. Паян кунта вăхăтра ĕç укçи илеççĕ, патшалăх умĕнче нимĕнле парăм та çук. "Рассветран" уйрăлса тухнă "Ударник" хуçалăх та вунă çул хушшинче (1990-2000 çулсенче) начарланса пычĕ. 500 пуç ĕне выльăхран-40 пуç, сăвакан 120 ĕнерен 16 пуç юлчĕ, гектартан 7-8 центнер тĕш тырă илчĕç. Пурăнас выльăха сутса пĕтерчĕç, техникăна сутни те пулнă. 480 ĕне выльăх валли тунă çĕнĕ комплекса салатрĕç, пайăн-пайăн сутрĕç. Çак вунă çул хушшинче 6-7 ертỹçĕ улшăнчĕ, анчах хуçалăх салансах пычĕ, ĕç укçи парăмĕ, патшалăх умĕнчи парăм 4 миллион тенке çитрĕ. Мĕн тумалла. Сителпе Пỹртлĕ халăхĕ отчетпа суйлав пухăвне пуçтарăннă. -Ав, иртнĕ эрнере Первомайскисем хăйсен хуçалăхне ертсе пыма "Малалла" хуçалăх ертỹçине М.Петрова шаннă. Тен, эпир те шутласа пăхăпăр, Первомайски крахмал завод директорĕ Александр Ильич Иванов пултаруллă ертỹçĕ пулнине кĕске вăхăтрах кăтарста пачĕ. Юхăннă завода 4 çул хушшинчех ура çине тăратрĕ, çĕнĕ техника, армансем, строительство ĕçĕсене анлăн туса пырать,- терĕ Иван Удалов ĕç ветеранĕ хăйĕн шухăшне пĕлтерсе. Хăйĕнпе калаçмасăрах пухăннă халăх ăна шанса ертỹçĕ пулма пĕр саслăн сасăларĕ. Çак йышăнупа А.И.Иванов патне çитрĕç. -Пĕр кун шутлама ирĕк парăр, мăшăрăмпа , район ертỹçисемпе курса калаçăп, хăвăр хуçалăхри ĕçсемпе, халăхпа паллашăп,- терĕ Иванов. Килне çитсен, паллах, мăшăрĕ "тăман" кăларчĕ, район ертỹçисем вара çак йышăнупа кăмăллă пулчĕç. 2001 çулхи çур аки. Тепĕр 2-3 эрнерен пуçланмалла. Ака уйăхĕн пуçламăшĕ. Иртнĕ çулсенче гектартан 7-8 центнер тĕш тырă пухса илнĕскерсем, вăрлăх çителĕклĕ хатĕрлеймен, пуррине те кондицийе лартман, техника юсавсăр, пĕр трактор та хире тухма юрăхлă мар, 1200 гектартан çуррине сухаламан. Витере 15 сăвакан ĕне, 70 пуç сысна, 4 миллион парăм. Иртнĕ çулсенче пурĕ те 300-320 тонна тырă пухса илнĕ. Колхозниксем шанчăка çухатнипе хуласене, кỹршĕ облаçсене ĕçлеме çỹренĕ. Пỹртлĕпе Сител çĕрĕсем районта чи начарри- çакă та шутлаттарать пулас председателе. Кăçалхи отчетпа суйлав пухăвĕнче пултăм. Ỹстерсе çырмастăп, виçĕ çул хушшинче колхоз ỹсĕмĕ, ял культури, ял хăвачĕ улшăнни куç умне тухса тăчĕ. Ăшă та çутă клуба халăх туллиех пухăннă. Колхоз ертỹçи, специалистсем туъхса калаçнине халăх тимлĕ итлерĕ. Цифрăсене каланă чухне çакă палăрчĕ: "Виçĕ çул каялла ферма витисенче ĕне выльăх 40 пуç, сыснасем 70 пуç пулнă пулсан, халĕ кунта 120 пуç ĕне, 200 пуç сысна. Иртнĕ вăхăтра кĕлете çуллен 300-320 тонна тырă кĕнĕ пулсан, халĕ- 700-850 тонна. Пахча çимĕç тума та хăнăхрĕç колхозниксем, кăçал сухан-севок лаптăкне чылай ỹстересшĕн, çĕнĕ техникăпа пуянланать парк. -Ĕçлеме маннă текен çынсем ĕненме пуçлани хавхалантарать мана. Шанчăка çухатмастпăр. Лару-тăру улшăнса пыни, ял çыннисен шанчăкĕ çирĕпленни, йăлтах пĕтнĕ хуçалăх чĕрĕлме пултарасаи шанни,- маншăн чи хакли,- тет икĕ коллектива ертсе пыракан Александ Ильич Иванов.


"Хыпар"
16 апреля 2004
00:00
Поделиться