Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шкул автобусĕ кирлех çав

Первомайскинчи вĕрентỹ центрне автобус уйăрнăранпа чылайăшĕ çăмăллăн сывласа ячĕ. Уйрăмах аслă класс ачисем, ют ялтан çак шкула çỹрекенсем. Кĕçĕн Арапуç ялĕнчен çеç 15 вĕренекен çỹрет. Халиччен вĕсем Аслă Арапуçне çуран утатчĕç. Пĕр енне утма та сехет ытла вăхăт иртет (ултă çухрăм-çке икĕ ял хушши). Шкула килме-кайма вара икĕ сехет ытла вăхăт кирлĕ тата çанталăк та тĕрлĕрен пулать. Кĕрлĕ- çурлă- çумăрсем, хĕлле çил-тăман çула хуплать. Халĕ çак йывăрлăхсем хыçра ĕнтĕ. Çул çинчи вăхăт та перекетленет, ачасем те ывăнмаççĕ. Первомайскине Кĕçĕн Арапуç ялĕнчен вĕрентекенсем те тăваттăн çỹреççĕ. Вĕсемшĕн те автобус çỹрени тем пекех. Çав автобусах тата Именкасси, Каншел, Атăк ялĕсенчи вĕренекенсене те турттарать. Автобус уйăрса пирĕн çула кĕскетнĕшĕн çак ĕçе йĕркелекенсене пысăк тав.


"Авангард" (газета Батыревского района)
14 апреля 2004
00:00
Поделиться